ПОЭЗИ ХУМĔ
ҪИНЧЕ -
" ХĔРЛЕМЕС
КĔРКУННЕ - 2019 "
( Ноябрĕн 10 - мĕшĕ )
Ч Ӳ К
( ноябрь )
Хĕл сывлани те илтĕнет.
Чӳк ыйӑхĕнче йывӑҫсем.
Йывӑрланнӑ хӑмӑр инҫет -
Халь-халь ӳкес пек пĕлĕтсем.
Ҫаппа-ҫарамас тавралӑх.
Пылчӑкпа ҫулҫӑ ҫӑрӑлать.
Кĕрхи ҫанталӑкӑм хӑр тӑлӑх.
Майпен вӑл хĕле парӑнать.
Чĕтрет кĕрхи кун. Вӑтанмасть.
Ун вӑхӑчĕ иртсе пырать.
Хĕле виличчен ал памасть.
Мĕнле-тĕр шанӑҫ вӑл шырать.
Чарӑнми ҫума пуҫларĕ
Юрĕ. Хаяр ҫил вĕрет.
Анчах хӑҫан-ши вӑл ларĕ?
Кĕркунне ҫавӑнччен йĕрет.
ПĔРРЕМĔШ ЮР
Пĕрремĕш юр ҫĕрĕпе ҫурĕ
Ҫĕре витсе шур простыньпе.
Анчах чунӑма тунсӑх пусрĕ -
Уйрӑлмалла кĕркуннепе.
Ах, ан васка-ха, ылтӑн кĕрĕм,
Тӑхта пӑртак?! Ҫук, итлемест.
Хĕл килсе ҫитн