Мӗн чухлӗ илемлӗ чечек ҫыххи,парнесем илсе ҫитертӗр эсир! Чӗререн тавах сире ырӑ кӑмӑлӑрсемшӗн!
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса аманнӑ салтакран чечек ҫыххи килсе ҫитни пушшех тӗлӗнтерчӗ те, савӑнтарчӗ те мана! Маншӑн пачах кӗтменлӗх пулнӑран самантлӑха ҫухалса та кайрӑм пулӗ.
Каярахпа анчах тӗплӗнрех ыйтса пӗлме май килчӗ ҫак пулӑм ҫинчен:вӑрҫӑ хирӗнче аманнӑ паттӑр салтак икӗ сутка хамӑрӑннисем патне талпӑннӑ. Унӑн сӑмаххисем тӑрӑх ҫак вӑхӑт тӑршшӗпе вӑл пӗрмай манӑн юрӑ йӗркисене пуҫра тытнӑ🥹❤️Чӗрӗ юлма хистесе, вӑй-хӑват парса пынӑ ӑна ҫак юрӑ йӗркисем…
Маншӑн калама ҫук хаклӑ та пӗлтерӗшлӗ ҫак хыпар! Енчен те ман юрӑ йӗркисем пӗр салтак пурнӑҫне те пулсан сыхласа хӑварма пулӑшрӗҫ пулсан-эпӗ пурӑнни,пултаруллӑха аталантарма тӑрӑшни ахаль мар тесе шутлатӑп!!Ҫакӑн пек хыпарсем пӗлни чунӑма тата ҫутӑрах, вӑйлӑрах хӑват парать!🙏🏻🙏🏻🙏🏻
Паттӑр салтак хӑйӗн ятне палӑртасшӑн пулмарӗ. Апла пулсан та манӑн ӑна пӗтӗм чун-чӗререн тав сӑмахӗ калас килет!🙏🏻❤️Тавах пирӗн аслӑ ҫӗршыва,тӳлек тӳпене, ирӗклӗ пурнӑҫа сыхланишӗн, ирсӗр тӑшмана хирӗҫ хӑрамасӑр кӗрешнишӗн!🙏🏻🙏🏻🙏🏻
Ҫывӑх вӑхӑтрах сывалмалла, ҫӗнтерӳпе тӑван киле таврӑнмалла пултӑрччӗ!
Эпир сана кӗтетпӗр,паттӑр салтак!
Эпир сире пурне те кӗтетпӗр, пирӗн паттӑрсем!🙏🏻❤️
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 47