Юратнӑ тус-тӑванӑмсем!Тав сӑмахӗ калас килет сире пурне те эсир яланах манпа юнашар пулнишӗн,манӑн пултаруллӑхпа яланах кӑсӑкланса тӑнӑшӗн! Маншӑн ҫакӑ пурте питӗ пӗлтерӗшлӗ!
Кашни кунах сиртен нумай ҫыру илетӗп. Час-часах эсир паракан ыйтусем ҫине хуравлатӑп.Ҫуллана хирӗҫ тӑван Чӑваш енрен сирӗн уявсенче юрӑсем юрласа пама ыйтакан йыхравсем те нумай илтӗм юлашки вӑхӑтра.Эсир мана хисеплесе чӗнетӗр, апла пулсассӑн эпӗ сирӗн кӑмӑлӑрсене тивӗҫтерме васкатӑп.
Ҫуллахи уйӑхсене Чӑваш енре ирттерме палӑртма тӳр килчӗ-килчех.Куншӑн эпӗ питӗ хавасСирӗн уявсене ҫитсе хамӑн репертуарти юрӑсемпе савӑнтарӑпах апла
Енчен те эсир те ҫулла уяв ирттерме палӑртнӑ пулсассӑн - ҫӗнӗ йыхравсем те й
Сисӗнмесӗрех манӑн черетлӗ ҫуралнӑ кун та килсе ҫитрӗ
Иртсе кайнӑ ҫул ҫӑмӑл пулчӗ тесе калаймастӑп-йывӑр шухӑшсем, кулянмалли самантсем самай пулчӗҫАпла пулсан та ҫак кун лайӑххине,ыррине анчах аса
илсе,чунра упраса хӑварас килет
Паллах, ҫак кун эпӗ ҫӗре ҫити пуҫ тайса хамӑн юратнӑ аттепе аннене пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп мана кун ҫути парнеленӗшӗн!
Атте! Анне! Эсир манӑн чи хаклӑ та чи ҫывӑх ҫынсем! Яланах юнашар! Яланах пулӑшма хатӗр! Эсир мана кун ҫути парнелесе ӳстерсе ҫитӗнтернӗшӗн, пурнӑҫ ҫулӗпе ҫирӗп утма кунран кун пилленӗшӗн,чӗрери иксӗлми юратӑвӑршӑн,пурнӑҫра хаклӑ ҫынсене-манӑн юратнӑ шӑллӑмсене парнеленӗшӗн чӗреренех тав сире, хаклӑ ҫыннӑмсем!
Шупашкарта виҫӗ п