Чӑваш чӗлхийӗ кунӗнче,
Канӑҫсӑрлӑх чӑваш чӗринче.
💥💥💥💥💥💥💥💥💥💥
Чӑваш чӗлхи санӑн пулсан,
Таса шыв пек шӑнкӑртатса,
Ӑшӑ чунунтан савса тухсан,
Турра тавах,чӑн чӑнласа.
:::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::
Тил юрттипе улшӑнса кайсан,
Юлашкинчен ҫулран ҫухалсан,
Мӗн усси сан чӑваш пулни,
Улшуҫ чӗлхипе калаҫни.
::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::
Арӑш-пирӗш пӑтрашу мурӗ,
Ҫавӑрттарса чӗлхене пӑрчӗ.
Чӑваш ҫыннине шеллемест ҫав,
Чӑваш чӗлхине хупласшӑн ҫав.
::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::::
Пӑрӑнчӑк ҫулпала уттарса,
Сиктерет чӗлхене шырлана.
Астарса, чӗлхе хупласа,
Чӑн чӑваш сӑмахне путарса.
Шел мар-и ҫакӗ чӑнласа?
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев