Пыл шăрши сарăлнă Ылтăн кăчкăран. Ун патне пухăннă Хăнасем паян. Сĕрлесе вĕçеççĕ Тĕкĕл турасем. Сĕткене ĕçеççĕ Вĕлле хурчĕсем. Илĕртет пурне те Кăчкă йывăççи. Илĕртет пурне те Тутлă пыл шăрши. Кунĕпех сăйланчĕç Кăчкă хăнисем. Каç енне саланчĕç Вĕллене вĕсем. Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф. #хитре_сӑвӑсем#чăваш_сӑввисем#чăвашсем#чăваш_чĕлхи