Умĕн калани.
Хĕллехи тĕксĕм каçсенче чăваш çынни пĕр самант та сÿрĕкленсе ахаль, ĕçсĕр ларман (пĕр=пĕрин патне ларма çÿрениех мĕне тăрать!). Тем пек тунсăхланă пулин те, алран пĕр самант та тĕрлĕ ĕç=хатĕр яман - тумтирне те çĕленĕ, çăматтине те йăваланă=тĕпленĕ, тĕррине те тĕрленĕ, çав хушăрах чунне çемçетме кĕвентеллĕ сарă хĕрĕн юмаххине те куллен çĕнетсе ачи=пăчине итлеттернĕ, асапсăр пурнăçа вĕрентнĕ, çил ачипе пĕрлех сăпка юррине те сăнарласа тăтăш юрланă... Ĕмĕтленнĕ, тертпе пиçĕхтернĕ тивлетне, чун-чĕрин илемне çамрăк вăхăчĕсене аса илсе, тăван çĕр çинче малашне пурăнакансем валли пиншер юрă=кĕвве, тĕрĕссипе пире валли, ĕмĕрсенче çухалми хатĕрлесе хăварнă...
Çакнашкал аса=илÿ авăрне путса-ши, е иртнĕ кунсен шавĕ паян та ыррăн мĕнлерех пулма пултарнине систерсе-ши, пирĕн паллă чĕлхеçĕ Николай Иванович Егоров профессор хăй вăхăтĕнче ТУЙ КĔРЕКИНЧЕ каламалли йĕркесем шăрçаланăччĕ. Ку ушкăна пĕртен=пĕр сăлтавпа лартатăп: вăл йĕркесенче чăваш кил=йышĕпе, тăванĕсемпе, çут çанталăкпа еплерех татуллă пулмаллине асамлăн вĕрентет. Эппин, эсир те ку пил сăмахĕсемпе малашне мăн кĕрÿ е хăта=тăхлач пулса тăванăр туйĕнче усă курма пултаратăр! Вăл асамлă йĕркесем куллен вăй=хăват парса тăччăр сире!!!
Асаттесен ăслайĕнчи
пил сăмахĕсемпе
усă курса – хаклă çынсене
чи савăнăçлă самантсенчен пĕринпе
ырă сунни
Ырă улпутăмăр Унтри (чăн=чăн ячĕ!) шăллăм,
Ырă пикемĕр Урине (чăн ячĕ!) хĕрĕм!
Хисепĕмĕр те чысăмăр çиттĕр Сире,
Тăванăрсен пехилĕ çиттĕр Сире!
Ырă питĕмĕрпе пехиллĕпĕр
Ěмĕрĕр тăршшĕне кайтăр!
Килте кил тытса пурăнса
Шăлĕсене саратнă ватăсен ячĕпе,
Ĕлĕкхи йăлана пăрахмасăр,
Çĕнĕрен йăла кăлармасăр,
Сире шурă кĕççе çине тăратса
Пехил парас терĕмĕр.
Ытла сăмахăмăра каçарăр,
Çитмен сăмахăмăра çитерĕр,
Пирĕн пилĕмĕр-пехилĕмĕр
Ытлăн та çитлĕн те пултăр!
Сирĕн пуçăрсем çине ÿктĕр!
Мăшăрланса пурăнасси
Пиртен тухнă йăла мар,
Асаттесем ăсласа кăларнă йăла.
Çÿлтен вĕçен ăмăрткайăк та
Мăшăрланса чĕпĕ кăларать,
Çĕртен чупан пăлан кайăк та
Мăшăрланса тына пăру тăвать,
Шывра ишен шыв кайăкĕ те
Мăшăрланса йăва çавăрать,
Эсир те паян мăшăрланса,
Арлăн-арăмлăн пирĕн умра тăратăр.
Çÿлтен вĕçекен ăмăрт кайăк пек
Çунатланса-ынатланса пурăнăр,
Çĕртен куçан пăлан кайăк пек
Хунавланса-йышланса пурăнăр.
Шывран ишен шурă акăш пек
Тĕкленсе-мамакланса пурăнăр!
Иксĕр пĕрле пĕр мăшăр пулса,
Йăва çавăрса, чĕпĕ кăларса,
Шăкăлтатса-калаçса пурăнăр.
Уй пек аслă пулăр,
Вăрман пек пуян пулăр,
Шĕшкĕ пек хунавлă пулăр!
Ирхи ĕçе кăнтăрлана ан хăварăр,
Кăнтăрлахи ĕçе каçа ан хăварăр,
Каçхи ĕçе çĕрлене ан хăварăр.
Çĕрлехи ĕçĕре хăвăр пĕлĕр,
Пире ан пĕлтерĕр, çынна ан систерĕр.
Каç выртсан канлĕх пултăр,
Ир тăрсан ырлăх пултăр,
Шăмшака çăмăллăх пултăр.
Ар тени арăм хыçне ан вырттăр,
Арăм тени ар урлă ан сиктĕр.
Арăм çумне выртсан,
Хускалмасăр ан вырттăр.
Арăм тени артаклă пултăр,
Çăмăл çынтан йывăр çын пултăр,
Вуник хырăм çĕклентĕр,
Йывăр çынтан çăмăл çын пултăр.
Сак тăрăх саккăрăн чупччăр,
Алăк патĕнче кĕрÿ тăмалла пултăр,
Тĕпеле кин кĕртмелле пултăр;
Ывăлăрсем яла юравлă пулччăр,
Хĕрĕрсем юта юравлă пулччăр.
Çĕрпе пĕлĕт хушшинче
Тăватă кĕтеслĕ çутçанталăк,
Тăватă кĕтеслĕ çутçанталăкра
Сакăр кĕтеслĕ çĕршыв,
Сакăр кĕтеслĕ çĕршыв варрине
Сакăр пÿлĕмлĕ йăва çавăрăр,
Сакăр пÿлĕмлĕ йăва варрине
Шăрçа кăмака çаптарăр.
Шăрçа кăмака кăмăлне
Сакăр кĕтеслĕ сĕтел лартăр,
Сакăр кĕтеслĕ сĕтел варрине
Çавра çăкăр пĕçерсе лартăр.
Хăна-вĕрле кăмăлне
Хăймаллă сăра сĕрсе лартăр,
Сирсе сирĕлми сим лартăр.
Çавра кĕреке илемне
Ашшĕ çумне сакăр ывăл,
Амăшĕ умне ултă хĕр
Çуратса ÿстерсе лартмалла пултăр.
Ывăлăрсем ашшĕн тĕрекĕ пулччăр,
Хĕрĕсем амăшĕн кĕрнекĕ пулччăр,
Ватлăх кунăрсем çитсессĕн
Сылтăмри ывăлăрсем сум курччăр,
Сулахайри хĕрĕрсем сăй курччăр.
Ĕмĕрĕрсем ырлăхпа пурлăх хушшинче,
Пурнăçăрсем ырлăхпа сывлăх хушшинче
Юсми пил хушшинче ирттĕрччĕр.
Сар кайăк пек саркаланса
Тăмана пек тĕкленсе
Сакăр ывăл хушшинче
Савăнса пурăнмалла пултăр.
Улт ураллă хурт ами
Чечекрен чечеке çÿренĕ пек
Ултă хĕр хушшинче
Кайса килсе çÿремелле пултăр!
Кĕçĕн çынран аслă çын пултăр,
Ар ывăлĕ ашшĕ ури хыççăн пустăр,
Кин ури амăшĕ ури хыççăн пустăр.
Пĕчĕкрен пысăк пулаççĕ,
Пысăкран ватă пулаççĕ.
Акă, эсир те кăкăр сĕчĕпе ÿссе
Пĕчĕкрен пысăк пултăр,
Хăрахран мăшăр пултăр.
Мăшăртан туратланса пырăр,
Шĕшкĕ хулли пек ывăлсем пулччăр,
Хăва хулли пек хĕрсем пулччăр,
Ача-пăчаран савăнмалла пултăр.
Çамрăк-кĕрĕве ăс парăр,
Ватта курсан сума сăвăр,
Хăвăр та ватă пулас çынсем.
Çу пек çемçе чĕлхе-çăварлă
Пыл пек пылак сăмах-юмахлă пулăр,
Мĕн кăмăлăрсем çухаличченех
Пĕр кашăк чашăкран çисе,
Пĕр çăвартан сурса пурăнăр.
Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр,
Хăвăр ăсăрпа хăвăр пурăнăр,
Пилĕкĕре хытă çыхăр,
Ăсăра хытă тытăр.
Пурнан пурнăçра тем те пулать,
Чашăк-тирĕк шакăртатмасăр та пулмасть.
Килти сăмаха яла илсе ан тухăр,
Ялти сăмаха киле килсен ан калăр.
Çын сăмахĕ айне ан пулăр,
Пĕрне-пĕри сивĕ сăмах ан калăр,
Пĕринчен-пĕри иртме ан тăрăшăр,
Пĕрне-пĕри уяма тăрăшăр.
Пĕрне-пĕри хисеплесе-юратса тăрăр –
Çакăнта вăл – пурнăç тыткăчи.
Сирĕн хăтлă килĕре
Ырă Хĕрт=сурт сыхласа тăтăр,
Сирĕн телейĕрпе тăнăçлăхăра
Ырă Пирĕштисем упраса тăччăр.
Курайман тăшмантан,
Усал чĕлхе-çăвартан,
Тăшман янă çěмренрен,
Хушка хумěнчен,
Тайлан кимминчен,
Путăк шурěнчен-шарěнчен,
Усал куçсенчен,
Кĕвĕç чунсенчен
Мĕнпур ырăсем
Упраса сыхласа тăччăр.
Кĕтмен инкеке аяккалла сирсе яччăр,
Килес телее килĕре çитерсе паччăр.
Хура пуçăрсем шураличченех,
Шурă шăлăрсем сараличченех
Ырă ăспа-тăнпа пурăнăр.
Пуçри сурпана урари тăла вырăнне,
Урари тăлана пуçри сурпан вырăнне
Сырма пуçличчен пурăнмалла пултăр.
Ырă сунакана ырăпа тавăрăр,
Усал сунаканран аяккалла пăрăнăр.
Çынран парăм илмелле пултăр,
Çынна парăм памалла ан пултăр.
Панă çĕрти ан палăртăр,
Илнĕ çĕрти ан иксĕлтĕр,
Ĕçпе тупнă укçăр-тенкĕр
Утмăл турат пек хунавлă пултăр.
Хунавлă пултăр та перекетлĕ пултăр!!!
Ĕмĕрĕрсем тикĕс килччĕр,
Пурнăçăрсем пĕрле иртччĕр,
Сурпан шурри пек вăрăм пулччăр,
Хушпу кĕмĕлĕ пек çутă пулччăр!
Ăснă алтăрсене шалт хурăр,
Пирĕн пехилĕмĕрсене йăлт курăр!
Иккĕн выртса виççĕн тăрăр!
Кĕçĕн çынтан аслă çын пултăр!
Сăсар тирĕсене шыв витмест,
Çемçе чĕлхене пыл çитмест,
Пирĕн пехилĕмĕрсене ним çитмест –
Айт! тесен алтăр пулать,
Хайт! тесен хатĕр пулать.
Кĕçĕн çынтан аслă çын пулать!
Тав та Сире, пуç та Сире,
Юсса юсми пыл Сире!
Тайма пуçăм! Тавссийе!
Вĕçсĕр=хĕрсĕр ŸЛĔМĔРе!!!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 15
кайре.хамар ялта