Пӗлӗтрине ан шан, хӑвӑн вӑйна шан (ваттисен сӑмахӗ)
Акӑ умра хӗллехи тепӗр кунӑн таса илемӗ. Кăчăр-кăчăр халь пачах çук пек. Сивĕсем пуçтарăнса таçта хăйсен улахне çул тытрĕç пулĕ. Сăнăр-ха, ял урамне! Кăмăллăн пăхсамăр хула урамне... Чӑннипех юратмалла паянхи лӑпкӑ ире. Ун пек чухне вӑл темле шухӑшлӑн тӑнӑ пекех туйӑнса каять... Нарӑс сывламасӑр (ӗнерхи тӑмана шутламасӑр) пуш уйӑх еннелле пӑхкаласа илет пек. Сисеймӗ те, унӑн ытамне кӗрсе те ӳкӗ. Пулас ҫут куна чӗре те хаваспах кӗтет. Чӗтресе шӑнма та манса кайӑпӑр кӗҫех, ҫапла эпир хӗлпе савӑнни (тепӗр чух кӗрешни) хыҫа юлӗ. Мӗнпе асӑмра вӑл, кӳпченӗ хӗвел ӑшшине пирӗн паталла яман чухне? Кӑна кашни тӗрлӗрен хуравлӗ. Ҫӳҫентерекен кунсем иртсе пынишӗн самай савӑнӗ, кунсерен ҫӗкленекен хӗвел еннелле пӑхса "кӗҫ ҫуркуннен чиперлӗхне кӗтсе илӗпӗр!" - тесе те калӗ. Этем чунне лайӑххине ҫеҫ илсе килтӗрччӗ вӑл!!! Çурхи пуласлăх тĕнчинчен ыррине çеç кĕтĕпĕр вара!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев