хам валли савни
Тен телее Тупӑп терӗм
Тен вӑл тур ҫырни.
нумай шырама Тивмерӗ
тупӑнчӗ часах
пурӑнма манпа килӗшрӗ
пӗр сӑмахсӑрах
картиш тулли выльӑх- чӗрлӗх
эпӗ чухӑн мар
сӑвакан ӗне ҫеҫ виҫҫӗ.
вӑкри сахал мар.
картара сысна тватӑ пуҫ
хӗрӗх , ҫури ҫеҫ.
пурнӑҫ юмахри пек кайрӗ
кун шунине сисмесп
ман савни юрла пуҫларӗ
Джип ҫинчен ир- каҫ
Ара Ма илсе парас мар
Ма кулянтарас?
эрнерен картишӗм юлчӗ
манӑн ҫап- ҫара.
пурпӗр нухратӑм ҫитмерӗ
Джип хаклӑ Ара.
Банка хӑвӑрт ҫитсе тӑтӑм
кредит илмелле
ытарми ҫӗнӗ савнишӗн
мӗн шеллемелле?.
виҫ миллион укҫа пур халь
Джип илме ҫитет.
савни манӑн тухса вӗҫрӗ
час джиппа ҫитет.
эрне кӗтрӗм, уйӑх кӗтрӗм
савни килессе
пуҫӗпех савни ҫухалчӗ
эп ларап кӗтсе.
Пуҫӑма ярса тытатӑп
ухмаха ереп
интернет савни ҫухалчӗ
кӑшкӑрса йӗреп.
мӗн усси, Ма улталарӗ
мана интернет
пуҫӗпех- ҫке ҫука юлтӑм.
ҫакӑнма тивет.
тин Анчах эпӗ пуянччӗ
халь ак ҫап- ҫара
тархасшӑн та ан ӗненӗр
ҫав интернета.
ассӑн-ассӑн халь Сывлатӑп
парӑм мӑй таран
тӗлӗнсе пӗтерейместӗп
хам ухмахлӑхран.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 21
Не зря говорят: бабы любят ушами...