Бикулов Е. П.
ЧĂВАШ МАЙНИ КУЛАКӖСЕМ.
1927-мӗш çулта декабрь уйăхӗнче ВКП(б) XV-мӗш съездӗнче вак хӗресчен хуçалăхсем хăйсен ирӗкӗпе малашне калхузсене пӗрлешмелле тесе тӗллев лартаççӗ. 1929-мӗш çулта «хăйсем ирӗкӗпе» тенӗ сăмахсене манăçа хăвараççӗ. 7-мӗш ноябрте «Правда» хаçатра «Пысăк улăшунусем çулӗ» ятлă Сталин статьине пичетлесе кăлараççӗ. Вăл статьере хӗресчен хуçалăхсене калхузсене пӗрлештермелле тата кулаксен классне ялсенче тӗплесе пӗтермелле тесе çырнă. 1930-мӗш çулта январь уйăхӗнче ЦК ВКП(б) постановленийӗ тухать. Çав постановленинче 1930-мӗш çулта кӗре кӗриччен хӗресчен ял хуçалăхсене Атăл тăрăхӗнче калхузсене кӗртсе пӗтермелле тесе тӗллев лартнă тата коллективизаци ирттермел