Шупашкар округĕнчи Кӳкеçре пурăнакан Максим Кузьмин ятарлă çар операцине пĕрремĕш кунранах, 2022 çулхи нарăс уйăхĕнченех, хутшăнать. Çак кунсенче кĕçĕн лейтенанта Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. Максим çинчен эпир «Хыпар» хаçатра çырнăччĕ. Таса чунлă, хăюллă каччă шкултан вĕренсе тухсан фельдшер профессине алла илнĕ. Салтак аттине тăхăнсан вара çарти ятарлă медицина отрядне лекнĕ, тивĕçне госпитальте пурнăçланă. Çар ĕçĕ кăмăла кайнăранах икĕ çуллăх контракт килĕшĕвне алă пуснă. Куншăн вăл нихăçан та ӳкĕнмен. Медицина ĕçченĕн çулне каччă çынсене пулăшас, сыватас килнипе суйланă. Контракт вĕçленес умĕн Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Максим та пăрăнса юлман. Çĕршыв йывăр лару-тăрура