Эпӗ ҫапах хамӑн сӑмаха каласшӑн. Америкӑ уҫмастӑп пуль, тӑван чӗлхепе усӑ курмалла, ӑна ӗҫлеттермелле сыхлас тесен. Мӗнле-ха чӗлхене ӗҫлеттермелле? Вӑл лаша мар. Чӗлхепе калаҫмалла, вуламалла, ҫырмалла, ҫавӑн чухне кӑна вӑл ӗҫлет. Чӗлхепе усӑ курмасан, вӑл ӗҫлеместь. Пурте пӗлеҫҫӗ - ӗҫлемен япала пӑсӑлать,тутӑхать, ҫука тухать. Хальхи чӑваш литератури, ҫыравҫисем ҫинчен те манӑн каламалли сӑмах пур, нумай каламастӑп, анчах та кӗскен кӑна. Шупашкар университетне пӗтернӗ чӑваш ҫыравҫисем ҫырнӑ кӗнекесене, пире, Тутарстанри чӑвашсене, вулама, ӑнланма йӑвӑр. Вуласа - чӗлхӗне хуҫмалла, ӑнланас тесен - пуҫна ватмалла, нумай сӑмахсене словарте шырамалла. Ҫиленсен - ҫиленмесен те хам шухӑшланине ҫыртӑм. Килӗшме те, килӗшмессе те пултаратӑр .
Это написал брат Евгений Бикулов
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 9
ru/cv паллӑ тухать.
Чӑвашла саспалли ҫырас тесен пурнӗре ҫывӑх вырӑс саспалли ҫине пусса сиксе тухнӑ чăваш саспалли енне тайӑр. "Ё" саспаллине ҫырнӑ евӗр.
Манса кайрӑм, клавиатурӑпа куҫарса илнӗ вӑхӑтра кӑштах кӗтмелле, пӗр - икӗ минут.
Ӑнӑҫу сунатӑп.
Ҫӗнӗ хӑш-пӗр модельсенче списокра тӳрех пур чӑваш алфавитчӗ.
Хӑвӑр пултараймасан ачӑрсенчен пулӑшу ыйтӑр. Тем кӑткӑсси ҫук, кӑштах хӑвӑрӑн смартфонӑрпа усӑ курма пултарсан, пулать.
Вӗсем шӑрҫаланине эпӗ пурне те ӑнланатӑп, палламан сӑмах сайра, анчах пур пурпӗрех эпир калаҫнинчен уйрӑмлӑх.