Вĕсем - хуçалăх тĕрекĕ
Паянхи сăн ÿкерчĕкре эсир Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕçлекен çамрăксене куратăр (сулахайран сылтăмалла): Дмитрий Андреев водитель, Николай Егоров механизатор, Андрей Лопатин механизатор. Çамрăксем хăйсене шанса панă ĕçре пĕрремĕш çул çеç ĕçленине пăхмасăрах йывăрлăхсем умĕнче алă усманнине тăрăшулăхпа çирĕплетеççĕ. Вĕсем те хуçалăх экономикине тĕреклетессишĕн куллен ĕçе тухаççĕ, пĕрлехи тăрăшулăха пысăк тÿпе хываççĕ.
- Хÿре вĕçне туй киличчен ĕлкĕрмелле. Ахальлĕн вăхăтра пурнăçлайман ĕçпе пысăк тухăç пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать. Апла пулсан кашни ĕçе вăхăтра пурнăçламалла. Эпир çак тĕллевпе ĕçлетпĕр те, - терĕç çамрăксем самант