Килӗшрӗ)) Чунӑма хускатрӗ. Ҫӗнӗ сӑввӑм ҫуралчӗ вара 🍂🍁🍂
ЮЛАШКИ ҪУЛҪӐСЕМ ТИНКЕРЕҪҪӖ ҪӲЛТЕН
Хупланаҫҫӗ садсем те скверсем ҫулҫӑпа.
Калӑн, витӗннӗ ҫӗр ылтӑнпа, ахахпа.
Пӑшӑл-пӑшӑл тӑваҫҫӗ вӗсем хушӑран,
Ак, тепри килсе выртрӗ ҫумнех пӑртакран.
Ҫил ачи алхасса хускатать ҫаксене,
Тек шӑлать унталла-кунталла ҫулсене.
Эх, чупаҫҫӗ вара ҫӗр ҫипе мӗскӗнсем,
Пӗр кана чарӑнми айкашаҫҫӗ вӗсем.
Юлашки ҫулҫӑсем тинкереҫҫӗ ҫӳлтен.
"Вӑхӑт ҫитрӗ, анатпӑр", - тееҫҫӗ пуль, тен?
Ҫаралать сӗм вӑрман та ҫапла майӗпен...
Ан тӑрсам ирӗкре. Пытансам. Йӗпенен.
Ма йӗрет-ши ҫанталӑк кӗр кунӗ ҫитсен?
Шӑпӑр-шӑпӑр тӑкать куҫҫульне чӗресрен.
Хӑй кӗҫех каясса сисетех кӗркунне,
Хуйхӑрса шав пӑхать каяс ҫулӗ енне.
21. 10. 2025 Мая Салампи

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 6
Йывӑҫсен ҫаврака тенкисем.
Вӗлтӗр-вӗлтӗр...татӑлса аннисем,
Кӗркуннен юлашки парнисем.