Килĕшетĕр-и? Кĕркунне асамĕ вара ылтӑн ҫулҫӑсен ташшинче, кĕрхи ҫумӑр пӑшӑлтатӑвĕнче, ура айĕнчи кавир чӑштӑртатӑвĕнче. Кĕркунне тунсӑхлӑ та хутран-ситрен сивĕ, кӑшт кичемрех пулсан та вӑл маншӑн чи илемлĕ те пуян вӑхӑт. Кĕрхи куна мана юратма никам та чараймĕ. Мĕншĕн тесен эпĕ кĕркунне, юпа уйӑхĕн 19-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кӑшнаруй ялĕнчи Архиповсен ҫемйинче ҫут тĕнчене килнĕ. Кӑҫалхи ҫула чӑтӑмсӑррӑн кĕтрĕм. Ҫитес вӑхӑтра 50 ҫулхи юбилее паллӑ тума хатĕрленетĕп-ҫке! Ҫавна май эпĕ сире пурне те юпа уйӑхĕн 23-мĕшĕнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑкĕсен театрне йыхравлатӑп. Вячеслав Оринов пьеси тӑрӑх лартнӑ "Ҫунат сараҫҫĕ ĕмĕтсем" спектакль 18 сехетре пуҫланать. Кунта эпĕ Октябрина сӑнарне калӑплатӑп. Манӑн юратнӑ кураканӑм, итлекенĕм, вулаканӑм, эсир ҫак паллӑ пулӑма манпа пĕрле ирттерессе шанатӑп. Ҫак хыпара ыттисене те пĕлтерме ыйтатӑп. Хӑвӑр страницӑра вырнаҫтарсан шутсӑр савӑннӑ пулӑттӑм.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 48