Интернетра пӗр чарӑнми бӑлхар темипе "эпир - бӑлхар" тесе ятарласа тунӑ сайтсем урлӑ, темле институтсем урлӑ ҫырса лараҫҫӗ, пӗтӗм информаци хирне ҫав пропагандӑпа тултараҫҫӗ. Интернетри хӑш вырӑнта та хӑйсен бӑлхарлӑхӗ ҫинчен чышса хума тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек хӑтланни нимӗнле наукӑпа, тӗпчевсемпе ҫыхӑнман, ҫыхӑнсах кайман пулсан та, унӑн тухӑҫӗ пур... Кам Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗн аваллӑхне пӗлмест, вӑл ҫӑмӑллӑнах ҫак пропагандӑн капкӑнне лекет. Пӳлерте, Бӑлхарта тутарла кӑна туса хурса кӑтартни те ҫынсене аташтарать, зомбироват тӑвать. Ҫынсем килсе тапӑннӑ тутарсен историйӗпе бӑлхарсен историне уйӑрма пӑрахаҫҫӗ, тутарпа бӑлхар пӗр халӑх тенине йышӑнма пуҫлаҫҫӗ, пуҫларӗҫ...Чӑваш ним каламаннипе, ҫырманнипе, Атӑлҫи Бӑлхар историне чӑвашпа ҫыхӑнтарма пӑрахаҫҫӗ, чӑваша аса та илмеҫҫӗ - тутар, тутар кӑна, "чӑваш Бӑлхартан аякри халӑх"...
Чӑваш ҫывӑрать, Ашмарин, Каховский, Дмитриев ҫырнисем те ҫителӗклӗ, паянхи вӑхӑтра ним тумасан та юрать, вӗсене пурте вуланӑ, пӗлеҫҫӗ, пирӗнпе пурте килӗшнӗ, тет. Ҫук ҫав, чӑваш, ӗлӗкреххи паянхи мар! Паян та, ӗнерхи пекех, хамӑр историшӗн кӗрешмелле, ӑна хӳтӗлемелле. Хӳтӗлемесен ӑна хупласа хураҫҫӗ, вӑл манӑҫать, кивве тухать, ҫӗнӗ ӑру ӑна пӗлми пулать... Паян, чӑваш чӗнменнипе, пирӗн чӑн истори аяла юлма пуҫларӗ, тутар суеҫтерни ҫӳле хӑпрасах пырать...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2
Кайран пирĕн çинчен никам та пĕлмес.
Манăнат вăл.
Вот что творят, по словам одного мишарина , ,,с-суки рваные".
Мы не только Булгарию, мы уже сами себя потеряли. Кто нибудь есть у нас в стране известные люди с чувашскими корнями? Их нет! Они есть, но про них мы не знаем. Никто нигде не упоминает. А почему? Хотим Булгарию отстоять, мы сегодняшний день не можем отстоять! Нет будущего без прошлого. Прошлое мы уже потеряли.