Ҫын укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй укҫипе тавар тума пуҫлать, киоск туса уҫать, пилорамӑ ярать.
Пупсене те укҫа кирлӗ, вӗренсе тухнӑ та - ӗҫ укҫи кирлӗ, ҫемьине ҫитермелле. Пуп нумай шутласа тӑмасть, бог ячӗпе халӑха хӑйӗн валли чиркӳ тутарма пуҫлать, халӑхран укҫа пуҫтарать... Кам памансене, пулӑшмансене бог ячӗпе питлет, начар сӑмахсем калать. Чиркӳне халӑх туса пӗтерет те, пуп шалт! кӑна чиркӗве кӗрсе ларать. Кӑшт тӑрсан чиркӳне халӑх хӑйӗн укҫипе туни ҫинчен те "мансах" каять, ҫав халӑхранах пысӑк хаксемпе укҫа пуҫтарма пуҫлать...Ҫакӑн пекки ҫинчен пӗр чӑваш ӑстаҫи те каласа пачӗ. Вӗсем те хӑйсен ялӗпе пӗр пупа чиркӳ туса панӑ - пупӗ савӑнсах кайнӑ, ӗнтӗ! Ара, савӑнмасӑр - ним ҫукран ӗҫ вырӑнӗ туса панӑ та - хӑйне пулӗ, ачисене те лайӑх тӑрантӗ. Ырлӑх!
Ку ҫын йывӑҫпа лайӑх ӗҫлеме, сӑрпа ӳкерме питӗ ӑста. Вӑл пупа питӗ нумай пулӑшнӑ...Вӑл каланӑ тӑрӑх, кайран ҫав пупах халӑхран урма - сурма хаксемпе сӗвелеме пуҫланӑ. Ҫав чӑваш: "Эпир ӑна туса патӑмӑмӑр та, вӑл пиртен ҫав хаксемпе илет...", - терӗ кӳренсе...
Эпӗ вара пӗр чиркӗве тума та пӗр пус та памастӑп, шухӑш ҫапла: мана мӗн кирлӗ, эпӗ мӗн тумалла - эпӗ хамӑн укҫапа тӑватӑп, пупсем те ҫапла туччӑр - вӗсем пурте пуян, ылттӑн нумай ҫакнӑ. Иккӗмӗшӗ: хамӑрӑн Аслӑ Турра ӗненме, унпа пурӑнма нимӗнле "посредник" та кирлӗ мар - илемлӗ Ҫуттӗнче ялан пирӗн умра, ялан уҫӑ - кашни самантра эсӗ унпа калаҫма пулатаран. Нимле ҫын та Турӑ патне утакан сукмак ҫине тухса, пӳлсе хурса, санран, халӑхран укҫа пуҫтармалла мар, Ӑна укҫалла сутмалла мар...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев