Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Пысăк Упакасси вулавăшĕнче кĕнеке вулавĕ иртрĕ. Ку мероприятие «Тăван Атăл» журнал кун курнăранпа 150 çул çитннине халалларĕç кĕнеке юратакансем.
Çĕнĕ ят рубрикăра тухакан пĕр хайлав канăç памарĕ пысăк упакассисене. Елена Михайловна Лукина çырнă «Маринка» ятлă калава тишкерсе тухсан вулакансем хушшинче тĕрлĕ ыйту-хурав çуралчĕ. Ĕç-пуç хальхи вăхăтра чăваш ялĕнче пулса иртет. Тĕп сăнар – Маринка. Ашшĕ ĕçкĕпе иртĕхнине, амăшне хисеплеменнине курса ÿснĕ хĕрача хăй те, амăшне самаях куççуль парнелерĕ. Пурнăçра тивĕçлĕ çул суйласа илме пĕлмерĕ. Хăй çуратнă ачисене те амăшĕн ăшшине парнелеймерĕ. Çăмăл. савăшуллă пурнăç серепине кĕрсе ÿкре. Пурнăçран синкер вилĕмпе уйрăлчĕ. Кукамăшĕ пахса ÿстернĕ ачисем те пурнăçĕсене ырăпа вĕçлеймерĕç. Шăпа-ши ку? Е амăшĕн çĕр çăтайми çылăхĕ ачисене асаплантарать-и? Çак ыйтусем çине хурав пама тăрăшрĕç вулава хутшăннисем.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев