Каятӑн?
( «Без любви жить легче. Но без неё нет смысла». Л. Н. Толстой)
Ку эсӗ? Ах, чӗрем шалтан сиксе тухать,
Хӑҫантанпа сана курман? Тен, туйӑнать?
Нивушлӗ? Ҫук, капла пулма пултараймасть,
Тӗнче те халь пӗр вӑхӑт ҫаврӑнмасть.
Тен, тӗлӗк ҫеҫ? Эсех умра, ман ӗлӗкхи савни,
Миҫе ҫул ҫитрӗ-ши санпа курнӑҫманни?
Куҫна хӑюсӑррӑн ывтатӑн эс те ман ҫине,
Хускалчӗҫ тутусем, илтсе пулмарӗ сӑмахне.
Кунтах-ҫке эс. Епле хама тытса чарам
Ҫак вӑхӑтра? Кӗтетӗп. Утӑм ҫеҫ тусам.
Ӗлӗкхиллех мана ачашшӑн ҫупӑрла,
Ан яр хӑв ҫумӑнтан. Тек ним те ан шарла.
Капланчӗ тем пырта. Чӗлхем те ҫаврӑнмасть.
Калас тени чылай - сӑмахӗ ҫеҫ тухмасть.
Пӗр вырӑнта тӑрсамччӗ, вӑхӑт, чарӑнса,
Савниҫӗм ҫумӗнчен мана ан яр эс