Юрать-ха, банк ӗҫченӗсем тимлӗхе ҫухатман.
Хӑйӗн счетӗнчен 700 пин тенкӗ илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм банка пынӑ та мӑнукне сиплеме татах укҫа кирлине пӗлтернӗ. Пухнӑ укҫа ӑҫта каяссине туйса илнӗ специалистсем тӳрех "102" номерпе шӑнкӑравланӑ.
Ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: хӗрарӑм патне "право хуралӗн ӗҫченӗсем" шӑнкӑравланӑ, Мускавра такам доверенноҫпе унӑн укҫине вӑрлама хӑтланнине пӗлтернӗ. Хайхискерсем укҫана хӑрушлӑхсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Банк ӗҫченӗсем нимӗн те ан сисчӗр тесе укҫана пӗчӗккӗн куҫармалла пулнӑ. Хӗрарӑм 700 пинне ултавҫӑсене куҫарса панӑ та ӗнтӗ. Ҫапах та банк ӗҫченӗсем ӑна 2 млн тенкине упраса хӑварма пулӑшнӑ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев