«Халĕ эпĕ артист та, вĕрентекен те, воспитательница та», — тет вăл. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти Юрий Гагарин ячĕллĕ библиотекăри тавра пĕлÿ уйрăмĕн ертÿçи Ольга Николаева çинчен. Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ умĕн Ольга Витальевнăна хамăр тĕпеле чĕнтĕмĕр.
«Библиотекаре кайнăшăн пĕрре те кулянмастăп, савăнатăп кăна. Вăл маншăн — чун киленĕçĕ. Мана çынсемпе ĕçлеме шутсăр килĕшет. Чуна чăвашлăх питĕ çывăх. Эпир тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр, проектсем çыратпăр. Манăн проект — «Йăла-йĕрке аваллăхпа малашлăха çыхăнтарать» Çак проекта çамрăк ăрăва чăваш йăли-йĕркине, культурине, чĕлхине вĕрентес, ăна аталантарса пырас тĕллевпе йĕркелерĕм. Унпа 4 çул ĕçлерĕм. Хулари 8-мĕш шкулти 8-мĕш класс ачисене суйласа илтĕм те çулталăк хушшинче чăвашсен праçникĕсем çинчен каласа патăм. Сурхури, Çăварни, Мăнкун тата ытти уява ирттертĕмĕр. Манăн тепĕр проект — «Вучах» литература клубĕ». Литература клубĕнче чăваш çыравçисен кĕнекисен хăтлавĕсене ирттеретпĕр. Писательсемпе тĕлпулусем йĕркелетпĕр. Пирĕн хулара чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем питĕ пултаруллă. Вĕсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи — Алевтина Такина. Эпир пĕрле тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çитес эрнере пирĕн пата Надежда Тенюкова хăнана килет. Унăн сăвă кĕнеки тухнă. Ăна пахалăпăр. Улькка Эльмен, Арсений Тарасов, Владимир Степанов, Дмитрий Моисеев, Лариса Петрова, Нина Царыгина, Ольга Австрийская, Ольга Федорова, Юрий Исаев çыравçăсем пулнă пирĕн патра. Вĕсем пирĕн литература клубне темиçе хутчен те килнĕ. Пытармалла мар, Çĕнĕ Шупашкарта ытларах вырăсла калаçакансем, тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Химиксемпе энергетиксен хулине çĕклеме çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ-çке-ха. Эпĕ хулари ачасем чăвашла пĕлччĕр тесе тăрăшатăп. Чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине, чăваш çыравçисене паллаччăр тесе ăшталанатăп», — чунне уçрĕ вулавăш ĕçченĕ. Паян библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе лайăх тивĕçтернине пытармарĕ вăл. Çĕнĕ кĕнекесен куравĕсене йĕркелеççĕ вĕсем. «Ача-пăча кĕнеки те чылай. Çĕнĕ кĕнекесем çÿлĕк çинче выртмаççĕ. Вĕсене вулакансем сыхласах тăраççĕ. Пирĕн чи аслă вулакан — 85 çулти Нина Кирилловна. «Пире вăрçă çинчен мар, юрату çинчен çырнă кĕнекесем парăр», — теççĕ ватăсем. Йывăр самантсене вĕсем ахаль те нумай курса ÿснĕ. Çавăнпа та вĕсен савăнăçлăрах кĕнекесем вулас килет», — ăнлантарчĕ Ольга Витальевна.
Тĕплĕнрех - "Хыпар" хаçатра (21.05.2024)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев