Вăрнар районĕн больницин пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче çĕнĕ терапевт Юлия Зайцева ĕçлеме тытăннă.
Вăл медицина факультетĕнче малтан «Сывлăх сыхлавĕ» тата кăçал «Вăрăм та хастар пурнăç» нацпроектсемпе килĕшӳллĕн вĕреннĕ, пурăнма тăван поселокне таврăнса район больницинче ĕçлеме тытăннă. Пĕтĕмĕшле практика врачĕ Нина Федорова ертсе пынипе çĕнĕ вырăна, терапевт тивĕçĕсене пурнăçлама хăвăрт хăнăхнă. Ăна Уравăш ялĕнчи пациентсене йышăнма шаннă. «Вăрăм та хастар пурнăç» нацпроектпа килĕшӳллĕн маларах райбольницăн хирурги пайĕнче ординатурăран вĕренсе тухнă Руслан Халековпа Анас Сулейман ĕçлеме тытăннă.
🗓«Нацпроект ырлăх кÿрет» социаллă проект («Хыпар» хаçат. 05.09.2025)
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев