Вунӑ ҫул ытла ӗçлет ялта Валентин Гришоков фермер. Унӑн хуҫалӑхӗ районӑн чи аякри тата ҫитме йывӑр кӗтесӗнче – Ахматка поселокӗнче вырнаҫнӑ. Кунта условисем ҫӑмӑл м а р: хӗ л л е, ҫ у р к у н н е т а т а к ӗ р к у н н е х а л ă х çулсăр тарăхать. Ҫапах та пултаруллӑ та ҫине тӑраканскер, Валентин Петрович кӑткӑс ларутӑруран тухма яланах май тупать. Валентин Гришо - ков Ахматкӑрах ҫуралса ӳснӗ. 1980-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче Вӑл Кивӗ М ă к ш е л ш к ул ӗ н ч е н вӗренсе тухнӑ, унтан Оренбург облаҫӗнче икӗ ҫул хесметре тӑнӑ. Унтан Тольяттинче стройкăра электрогазосварщик пулса вăй хунă. Унта ҫемье ҫавӑрнӑ – кӳршӗ район хӗрне качча илнӗ, вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Валентин Нижневартовскра вахта мелӗпе ӗҫлеме пуçланă. Анчах вӑхӑт иртсен унӑн пурнӑҫӗ тӗпрен улшӑннӑ – вӑл тӑван яла таврӑнса, ял хуҫалӑхӗнче ӗçлеме пикеннӗ. Тăван кӗтесе таврӑннă кун пек тӗслӗхсем пирӗн районта сахал мар. Нумай çын тӑван ене куçса, ҫӗнӗ пурнӑҫ йӗркелет. Ял пурнӑҫӗн савӑнӑҫне те, йывӑрлӑхӗсене те хӑйӗн ҫине илет. – Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлес енӗпе манăн йышăнăва ун чухнехи район ертӳҫи Камиль Гилманов ырларӗ,–аса илет фермер. –Эпӗ тӑван илсе килнӗ хир сыснисене ӗрчетме пуçларăм. Камиль Камалович унчченхи ферма ҫуртне тара илме сӗнчӗ. Анчах вăл кивӗ, юхăннă çуртпулчӗ, юсаса çӗнетме сахал мар вӑй хума тиврӗ. Мана район пур енчен те пулӑшрӗ. Каярахпа сурӑх ӗрчетме пуçларăм. Вунпӗр сурӑхран тытăнса, майӗпен выльӑх шутне ӳстертӗм. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн ку ӗç тупӑш к ӳ м е н н и н е ӑ н л а н т ӑ м . Кунсӑр пуҫне сыснан африка инкекӗ хӑрушлӑхӗ тухса тăнипе хир сыснисене те ӗрчетме пӑрахма тиврӗ. 2016 ҫулта Валентин Гришоков Тутарстан Республикинче 2015-2017 ҫулсенче п уҫ л а к а н ф е р м е р се н е пулăшакан çăмăллăхпа усă курма шут тытнă. 50 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли ферма юсаса ҫӗнетме вăл проект хӳтӗлесе 1,5 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ. И л н ӗ у кҫ а п а ф е р м а çуртне тӗпрен çӗнетнӗ тата аш-какайлăх ӑратлӑх ушкăн вӑкӑр туяннӑ. Туса илнӗ продукцие Валентин Гришоков Тутарстан Республикинчи хуласен пасарӗсенче ӑнӑҫлӑ сутать.
Вăхăт иртнӗçемӗн фермер выльӑх апачӗ упрамалли ҫӗнӗ ферма тата пысӑк тырӑ склачӗ, ял хуҫалӑх техники валли лупас туса лартнӑ. Паян фермер хуҫалӑхӗнче ҫӗр ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх, вăл шутра 35 сăвакан ӗне. Выльӑха э л е к т р и ч е с т в о к ӗ т ӳ ç пăхать. Выльăх-чӗрлӗхе çитӗнтерме ф ермер ӑн 178 гектар ҫӗр илнӗ.
Ҫак лаптӑкра пӗрчӗллисене тата нумай ҫул ӳсекен курӑк туса илет. Фермерăн тӑпра тирпейлекен тата выракан хальхи вăхăтри техника пур: тӗрлӗ трактор, «Нива» комбайн, «КамАЗ» автомобиль, ҫавӑн пекех утӑ-улӑма рулона пуҫтарса хумалли хатӗр. Нумай ҫул ӳсекен курӑка утта типӗтеҫҫӗ. Фермер хуçалăхӗнче сӗтеклӗ апатсенаж, хатӗрлеме вӗреннӗ. Хуçа палӑртнӑ тӑрӑх, уйри тырă пухса кӗртме хатӗр ӗнтӗ.
Хӗрӳ ӗççинче пӗтӗм ӗçе пурнӑҫлама ҫӑмӑл мар – алă çитмест . Тырçи тапхăрӗнче çын явăçтараççӗ. Вӗсем валли мӗн пур пур услови туса панӑ. Ҫ у л л а – у й р ӑ м а х хӗрӳ тапхӑр: кулленхи ӗçсемсӗр пуҫне хӗле кӗме хатӗрленмелле. Ахматка поселокӗ тавра илемлӗ вӑрман ӳсет, кунта тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑк. Гришоковсен ҫемйи хӑтлӑ ҫурт лартнӑ. Вӗсен ывӑлӗ хулара ӗҫлесе пурӑнать пулсан та, ашшӗне хуҫалӑхри ӗҫсене тума пулӑшать. Валентин Петрович тӑван тавралăх илемӗпе туллин киленсе, пурнăçа ăнланса пурăнать. Ял варринчи кӳлле те вăл хутшăннипе тасатса çӗнетнӗ. Çакӑн валли Нижневартовскран экскаватор та хӑваласа килнӗ пулнă. Пысӑк кӳлӗ ялăн чӑн илемӗ тата халăхăн юратнӑ кану вырӑнӗ пулса тӑнă. В а л е н т и н Г р и ш о к о в Мюд ял тӑрӑхӗн канашӗн депутачӗ. Ку ӗçре те вăл ял халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ ыйтусене, ҫав шутра хӗллехи вăхăтра çула тасатас тата ытти ыйтусене те татса парас тӗлӗшпе хастар ӗҫлет.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев