М и т и н г а я л х а л ă х ӗ , к ӳ р ш ӗ л л ӗ я л с е н ч е п у рӑ на к а нсем, г еройă н тăванӗсемпе çывăх çыннисем пуçтарăнчӗç. Вӗсем хӑйсен пат тӑрне асӑнса, вӗсен тăванӗсемпе пӗрле хурланчӗç. – Чӑн геройсем мирлӗ вӑхӑтра палӑрмаҫҫӗ, анчах хӑрушлӑх самантӗнче вӗсем вилӗмрен хăрамасăр, хӑйсен ҫар тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлаҫҫӗ, – терӗ район пуçлăхӗн çумӗ Ильшат Загидуллин.– Пирӗн ентешсем – Раҫҫей салтакӗсем, Раççей паттăрӗсем пулнипе мăнаçланатпăр. – Николай Семеновпа Сергей Юмартов пирӗн тăнăçлăхшăн, пуласлӑх ҫутӑ пултӑр тесе пуçӗсене хунă. Эпир вӗсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ тайатпӑр. Ентеш-геройсен ячӗсене асра тытасси, ҫамрӑк ӑрӑва вӗсен тӗслӗхӗпе çитӗнтересси – пирӗн тӳрӗ тивӗç. Митингра Кивӗ Ӳсел ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Надежда Айдова тухса сăмах каларӗ. Вӑл Николай Семеновпа Сергей Юмартов ял халăхӗн асӗнче юлнине палăртрӗ. Асӑну гранит хăмасем ç и н чен ш у р ӑ п у с м а н а сирсе илчӗç. Митинга хутшӑннисем геройсен гранит çинчи сăнарӗсем умне хӗрлӗ чечексем хучӗҫ.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5