Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Карпов — кире спортĕнчи паллă ят. СССР спорт мастерĕ Раççей, Совет Союзĕн чемпионачĕсенче, Тĕнче кубокĕнче малти вырăнсене йышăннă. Çавăн пекех Юрий Михайлович спорт ветеранĕсен ăмăртăвĕсенче те пысăк çитĕнӳсем тунă: çĕршыв, тĕнче, Европа чемпионачĕсенче пĕрремĕш пулнă, тĕнче рекордне çĕнетнĕ. 1995 çултанпа пĕр улшăнмасăр Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пырать.
- Салтака кайиччен эпĕ 58 килограмм таяттăмччĕ, киле 78 килогрампа таврăнтăм. Анне тирпейлĕн упранă тумтир пĕри те юрамастчĕ. Кунта тӳрех çакна каламалла: мăнтăрланнипе ӳт хушман, тренировкăсенче кĕлеткене тĕреклетнĕ. Пирĕн рота командирĕ эрменччĕ. Лутраскер пулин те спортпа питĕ туслăччĕ. Турник çинче упăте пек явăнатчĕ. Штангăпа кире пуканне те хăпăл-хапăл йăтатчĕ. Пирĕнтен те çирĕп ыйтатчĕ. Турникран хам та пĕр алăпа 11-12 хут туртăнаттăм», — терĕ Юрий Карпов.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (24.10.2025)


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев