Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, СССР Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, республикăри Журналистсен союзĕн Çемен Элкер, Николай Никольский, Леонид Ильин, Раççей журналистсен союзĕн премийĕсен лауреачĕ, «Хыпар» тĕп редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ Алексей Леонтьев редакци 1998 çултанпа – Издательство çурчĕ аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. Алексей Петровичран редакцире ĕçленĕ тапхăра аса илме ыйтрăмăр.
– Асра юлнă пĕрремĕш пулăм – 1979 çулхи утă уйăхĕнче, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан редакцие ĕç шырама килни. Демьян Семенов редактор шăпах хăйĕн ĕç пӳлĕмĕнчеччĕ. Ун патне кĕтĕм, вăл мана пĕлетчĕ. 1976 çулта эпĕ практикăра пулнăччĕ. «Демьян Филиппович, сирĕн ĕç çук-и?» – терĕм. «Пур!» – терĕ вăл. Редактор ревизи корректорĕ кирлине пĕлтерчĕ. Редакцин яваплă çак тытăмĕнче вăрçă ветеранĕ Петр Юткин çулталăка яхăн пĕччен ĕçлет-мĕн. Ниепле те тепĕр çын тупаймаççĕ. Ун чухне хаçата эрнере 6 хут кăлармаллаччĕ. Вырсарникун та тухнă. Çапла ĕçе кĕтĕм: иккĕмĕш ревизи корректорĕ пулса тăтăм. Петр Николаевич еплерех хĕпĕртерĕ… – аса илет Алексей Петрович.
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (24.10.2025)


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев