Предыдущая публикация
Хӗрарӑм телейлӗ ҫемье ҫавӑрсассӑн,
Ялан савнӑ мӑшӑр пулсан юнашар,
Тӑван ашшӗ - амӑшӗ сывӑ пулсассӑн,
Кал-кал ӗҫ пырсан, ӗҫлесессӗн вӑр-вар.
Хӗрарӑм телейлӗ ача ҫуратсассӑн,
Илтсессӗн пӗрремӗш "анне" тенине,
Ҫумма пепкине хытӑ ҫупӑрласассӑн,
Утсассӑн пӗрле ирсерен шкул енне.
Хӗрарӑм телейлӗ ҫемье пухӑнсассӑн,
Хавассӑн ларсассӑн сӗтел хушшине,
Кашнин куҫӗнче савнӑҫ хӗмӗ курсассӑн.
Мӗн кирлӗ-ши урӑх анне чӗрине?
Хӑруш вӑхӑтра эс, хӗрарӑм, телейлӗ
Ачу, мӑшӑру вӑрҫӑран таврӑнсан.
Пуласчӗ, хӗрарӑмсем, пурте телейлӗ.
Илесчӗ кӗтсе арҫынсе вӑрҫӑран.
. 06.03.2025 ҫ. 07:39
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев