Предыдущая публикация
Ӗҫчен хуртсем ҫу каҫипе
Пӗлмеҫҫӗ те лара-тӑра.
Ҫунат сарса тусӗсемпе
Ӗҫлеҫҫӗ кунӗпе садра.
Уй-хир ҫеҫки аякранах
Тем терлӗ тӗслӗ курӑнать.
Вӗлле хуртсен ӗҫне курсах
Савӑнӑҫпа ҫиҫсе кулать.
Ҫӑка ҫеҫкиллӗ пыл тути
Сиплӗхӗпе чуна уҫать.
Пылак та техӗмлӗ шӑрши
Ырӑлӑхпа ӑша тулать.
Сӗтеклӗ ылтӑн шӗвекпе
Пыл чӗресне тултармалла.
Сӑпас уявӗ ячӗпе
Ҫӳлти Турра тав тумалла.
Тем тӗрлӗ курӑк, пан улми,
Вӗлле хуртне лӑпкатӑрах.
Симпыллӑ пурнӑҫӑн тути
Кашни килте упрантӑрах!
Марина Иванова, 14.08.2025
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев