Предыдущая публикация
Эпĕ янӑ хыҫҫӑн ...вӑл вырӑсла картинкӑсем ячĕ - эпĕ чӑвашла хуравларӑм. Иккĕмĕш, виҫҫĕмĕш, тваттӑмĕш, пиллĕкмĕш хут...вӑл ман пата вырӑслисене ярать - эпĕ ялан чӑвашлисене, чӑваш чунне пырса тивекеннисене: истори, юрӑсем...Паян вӑл, каллех, вырӑслипе пуҫларĕ, эпĕ чӑтса тӑраймасӑр хамӑн "артиллерине" туртса кӑлартӑм - чуна пырса тивекен Антонина Лукина юрлакан "Курас терĕм акӑш ишнине" юрра. Кĕтетĕп хурав...Манран аслӑрах хĕрарӑмӑн чунне ҫак юрӑ лектерчĕ, тиврĕ, чӑвашла туйӑмсене кӑшт вӑратрĕ пулас: вӑл ман пата та чӑваш юррине ячĕ...Арран - арран пĕр ҫул ҫине тӑтӑмӑр - малалла та пĕрле утасчĕ те... https://m.ok.ru/video/1864391527002
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев