Туссем! Эпир, чăваш чунлисем, ытларахăшĕ пурте тенĕ пек ЯЛТАН. ЯЛ - пирĕн кил, юратнă атте-анне, пĕртăвансем, тăвансем, кÿршĕсем... ЯЛ - урамсем, çырмансем, пралуксем... ЯЛ - кил-хуçалăх, выльăхсем, качаки-таки, чăх-чĕппи, пахча, уй-хир, çумри катасемпе вăрмансем. ЯЛ чăваш пурнăçне йĕркелесе, майласа, йăла-йĕркене упраса, тытса тăрать. Çавна шута илсе пирĕн туслă команда - Альбина ЮРАТУ, Виктория ЗАХАРОВА тата МИЛА ПЕТРОВИЧ - сире хамăр тымарсене аса илтерсе, çĕнĕ юрăпа çунатлантарас терĕмĕр. Пирĕн парне сире килĕшессе шанатпăр... Паян пирĕн юрă Чăваш Енри мĕнпур музыка лапамĕнче... Мĕнех, юрă итлесе ЯЛА кайрăмăр-и?

Альбина ЮРАТУ сăвви

Виктория ЗАХАРОВА кĕвви

Мила ПЕТРОВИЧ юрлать
ХАМĂР ЯЛСЕМ
(своя деревня)
Хушса юрламалли:
Эп – ялтан! Эс – ялтан!
Яла манар-мар-ха.
Ял чĕнет! Кил кĕтет!
Çемье - йăх-тымарĕ!
Яла каяс килнипеле
Яла тухса каятăп.
Тăван атте-аннепеле
Тĕл пулса калаçатăп.
Анне яшка лартса янă,
Шăрттан - хуплу ман умра.
Атте мунча хутса хунă,
Милĕк шăрши сăмсара.
Каç пулсассăн вăййа тухрăм
Тус- тантăшпа юрлама.
Ял вăйне вăйăра пухрăм
Юратса çеç пурăнма.
Ирпе тăтăм ялпа утрăм,
Мĕн тери ман ял хитре.
Ырă сунса пуçа тайрăм,
Савăнать ачаш чĕре.
РЕП:
Хамăр ялсем, хамăр ялсем,
Эпĕ сире юратап.
Хамăр ялсем, хамăр ялсем,
Сирĕнпе мăнаçланап…
Комментарии 7