Шăлтăр-шăлтăр урапа
Шăлтăртать тек урампа.
Лавĕ тулли пукане
Ларнă тет çине-çине.
Çул тумхахлă пулнăран,
Шăлтăрти урапаран,
Ăнсăртран пĕр пукане
Ӳкнĕ-юлнă çул çине.
Ун çинче шап-шур кĕпе,
Çĕн çăпата уринче,
Пилĕкри чĕрçиттипе
Кĕмĕл тухъя пуçĕнче.
Чĕринче хĕм ялкăшать,
Ĕмĕчĕ кăварланать.
Çула тухнă чиперкке
Мăшăр шырама хăйне.
Шав утать çак пукане
Пĕр канмасăр малалла.
Пĕлме вĕри туйăмне -
Унăн каччă тупмалла.
Пит инçе çула тухсан
Çулăн вĕç-хĕрри те çук.
Çул çинче пит сусăнсан
Шыв ĕçтерекен çын çук.
Йăлтăр-ялтăр çут çăлкуç,
Пуканешĕн пул эс тус.
Пĕр курка шывна хăть пар,
Çăвăнтар та уçăлтар.
Çакă пĕчĕк пукане
Шыраса чун савнине
Пĕр яла пырса тухать,
Çамрăк каччăна курать.
Каччă та хĕре курса
Ыйтрĕ тет унран хăйса:
«Каç пулас чухне капла
Çул тытатăн ăçталла?»
«Эпĕ тухрăм çул çине
Хам валли савни тупма.
Астивме ун туйăмне,
Чунăма савăнтарма».
«Сан савнийĕ хам пулам,
Юратам та ачашлам.
Ирĕк парăп туйăма,
Вĕçсĕр-хĕрсĕр юратма.
Урунти çĕн çăпата
Çăт та çат! туни тата
Килĕшет пит, тупата!
Çумарах кил, лар кунта.
Тракторист пулса ĕçлеп,
Ял çинче ыр ятлă эп.
Сăн-питрен те чухăн мар,
Пĕр енчен те уйрăм мар.
Тракторпа ака тăвап,
Ĕç-хĕлрен пач пушанмап.
Ĕç тумасăр кун иртмест,
Пурпĕрех темскер çитмест».
« Мĕн ĕçен те мĕн çиен?
Епле пÿртре пурăнан?
Тăхăнма мĕн парнелен?
Мĕнпелен-ши хăналан?»
«Ыраш çăкăрĕ, уйран…
Апат-çимĕç - мăй таран.
Илсе тух та нÿхрепрен
Апатлан çеç, ан ÿркен.
Пÿртĕм манăн пĕчĕк мар,
Унта ăшă та таса.
Сывлăш уçă сывлама,
Пурăн кăна савăнса.
Ăмсанса пăхап сăнна,
Сан пекки хальччен курман.
Парнелетĕп эп сана
Ăшă кĕрĕкпе сăхман».
« Килĕшместĕп эп санпа
Пурăнмашкăн пĕр çуртра.
Тар шăрши кĕрет санран,
Хăп та пăрăн ман çумран!».
«Савнине савни илет,
Савманне камах кĕтет?
Сивĕтсе ăш туйăма
Ан сир айккинче тăма».
Утрĕ тет çак пукане
Çулпала шав малалла.
Мăшăрне тупса хăйне
Ун çемье çавăрмалла.
Пÿлĕхĕ пÿрмен пулсан,
Тур çырни пулас та çук.
Тунсăх кăмăла пуссан
Чун уçма пĕр çын та çук.
Вăштăр-вăштăр уçă çил,
Çулпа пыран пикене
Кăшт ачашласа эс ил,
Çупăрла ун кевтине.
Пукане кун-кунсерен
Мăшăр хăй валли шырать.
Хулана çитсе кĕрсен,
Юрăçа кĕç тĕл пулать.
Юрăç пуçлать юррине
Курнă майăн пикене.
Пĕлет мĕн тумаллине,
Мĕнпе илĕртмеллине:
« Чĕлтĕр чечек - хĕр-пике,
Ăçталла эс çул тытан?
Сăн-питÿ пит чипер-çке,
Ман чуна йăлт тыткăнлан.
Шурă, тĕрĕллĕ кĕпе
Килĕшет пит сар хĕре.
Çÿреме каç пултипе
Ан васка-ха эс сĕре».
«Эпĕ тухрăм çул çине
Хамшăн мăшăр шырама.
Ĕмĕр пĕрле пурăнма
Çирĕп çемье çавăрма».
«Мăшăру сан хам пулам,
Вăтанмасăр ыталам.
Сан пек хÿхĕм пикепе
Тĕлпулман эп чăннипе».
«Мĕн ĕçен те мĕн çиен?
Мĕнле çуртра пурăнан?
Епле парнесем кÿрен?
Манпа мĕнле савăшан?
«Харсăр çын вăл - вăрманта,
Аскăн пулĕ - хупахра,
Маншăн лайăх кабаре
Ирттерме пĕрле çÿре.
Юрă-ташă тĕнчинче,
Хавхалану шайĕнче
Ман пĕртен-пĕр ĕçĕм пур:
Юрлама эп пит маттур.
Пăх та савăн çуртăма,
Хăй вырăнĕнче пурте.
Еркĕнĕм пул эсĕ ман
Арăм çук чухне килте.
Иксĕмĕр пĕрле чухне
Яштака кĕлеткÿне
Савăттăм ыталаса,
Парăп юрă юрласа.
Куçусен çут илемне
Ирĕк парччĕ юратма.
Пирĕштин пек кевтÿне
Шанчăк пар ыталама».
«Çăпата ик урара,
Çак телей мар-им вара?
Икĕ арăм пĕр килте –
Çук, телей кÿмест пĕртте».
«Тухрăм эп пăрахăçа,
Ан мансамччĕ юрăçа.
Асилсемччĕ хăш чухне
Кам хăвна юратнине».
Ак, утать тет пукане
Малалла такăр çулпа.
Шухăшлать хăй ĕмĕрне
Ирттерме упăшкапа.
Тĕрĕсне калас пулсан,
Чăн самахăн суйи çук.
Çумра юлташ пулмасан,
Хĕвелрен ăшши те çук.
Тÿпери çавра хĕвел,
Хÿхĕм питлĕ пикене
Питĕнчен чуптуса ил,
Пар ăна хăв хĕлхемне.
Каç енне кун çаврăнать,
Сисмĕн вăхăт иртнине.
Пукане тин асăрхать
Банк тĕлне хăй çитнине.
Хирĕç тухрĕ пĕр банкир,
Вăранать вăл питĕ ир.
Пуян çыннăн ыйхă çук,
Укçа шутламан кун çук.
Шутсăр сан укçа пулсан -
Эс телейсĕр. Мĕн тăвас
Астивмен пулсан нихçан
Чи хĕрÿ юратăва?
Çумăнта тус пулмасан
Сар хĕвел те ăшăтмасть.
Чун савнийĕ пулмасан
Мул тавраш савăнтармасть.
«Шукăль тумлă пукане,
Сан тухйу хĕвел çинче
Курăнать пит аякран.
Ăçталла эс çул тытан?»
«Эпĕ тухрăм çул çине
Çывăх юлташа тупма,
Турă панă ĕмĕрне
Мăшăрпа çеç пурăнма».
«Пуканеçĕм, пукане,
Мăшăру сан хам пулам.
Çут телей тилхепине
Аллуна хам тыттарам.
Сан тухйу çут кĕмĕлрен,
Илĕртет мана таçтан.
Ĕмĕт пур чун-чĕререн
Санпала утма пĕр тан».
«Мĕн ĕçен те мĕн çиен?
Мĕнле çуртра пурăнан?
Ман çине епле пăхан?
Чуна мĕнпе илĕртен?»
«Коньяк, вино, шампански
Сĕтел çинчен татăлмасть.
Хăнасем нумай пирки
Банкет туман кун юлмасть.
Манăн çуртăм чăн кермен,
Курăн хăв шала кĕрсен.
Пĕлмĕн каялла тухма
Пĕр кĕрсен кил-çуртăма.
Хаяр вĕшле йытăсем,
Хĕç-пăшаллă хуралсем
Упраса ман мулăма
Маннă канлĕ çывăрма.
Ылтăн-кĕмĕл арчипех
Санăн пулĕ паянтан.
Пусма тавар лавĕпех
Парăп килĕшен пулсан.
Сÿнтерме çук, çулăмпа
Ялкăшать ман чун-чĕре.
Пĕтĕм пухнă мулăмпа
Ĕмĕр иртĕ рехетре».
«Читлĕхри пек пурăнма
Килĕшместĕп эп санпа.
Пурăн вĕшле йыттупа,
Хăвăн пуянлăхупа».
«Утах хăвăн çулупа,
Чĕре çунать çулăмпа!
Тиркесен мана капла,
Юлăн малашне кампа?»
Шăлтăртатать урампа
Шăлтăр-шалтăр урапа.
Тĕл пулсан пуканене
Чарăнчĕ тет ун умне.
Пирĕн пĕчĕк пукане
Ÿкнĕ-юлнă çул хĕрне.
Ĕнтĕркенĕ сивĕпе,
Йăшнă йăлт вăй-халĕпе.
Çак пуканене илсе
Эп киле халь таврăнтăм.
Кĕрĕк çаннине чиксе
Ачашларăм, ăшăтрăм.
Ак, сасартăк пукане
Мăч тутарчĕ ик куçне.
Хуп сăпкана вырттарса
Патăм юрă юрласа:
«Пайăшки! Пай-пайăшки!
Хÿхĕм питлĕ хĕр пики,
Утнă-утнă - ывăннă,
Таçта çитнĕн туйăннă.
Паллашса трактористпа,
Тĕлпулса юрăçăпа,
Çитнĕ, тет, банкир патне,
Халь тин таврăннă килне..
Эсĕ ман пĕртен-пĕрре,
Кирлĕ мар мана тепре.
Тутлă тĕлĕк кур ирччен,
«Пукане» юмах çинчен.
Пайăшки, пай - пайăшки!
Пилеш йывăç – пысăкки,
Уртăш йывăç – сиктĕрми,
Çывăр, чунăм, ним туйми.
Манăн пĕчĕк пукане
Юратмасть тар шăршине.
Тытиччен ăна алла
Тĕплĕнрех çăвăнмалла.
Пурăнтармăп читлĕхре.
Ирхине ыран ирех
Илĕп-тухăп ял вĕçне
Куртăр шуçăм килнине.
Шăна-пăван кĕресрен
Шăналăкне карăпăр,
Тĕлĕк курса çывăрма
Шăпчăк кĕвви калăпăр».
…Тутлă ыйăх - çывратать,
Шăпчăк сасси шăпланать.
Сăпка юрри вĕçленет,
Çакăнпа юмах пĕтет.
Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев