Сулхăн йывăç айĕнче
Пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ,
Кунӗн-ҫӗрӗн ĕçлеççĕ.
Акă çитрĕç ăшăсем,
Пурнăç илемпе тулчĕ.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ çеçкесем
Пыл хурчĕсемшĕн пулчĕ.
Пур çăка та çеçкере -
Тутлă шăршă сарăлать.
Хурчĕ те хитрескере
Питӗ хытӑ юратать.
Хуртăн кевти пĕчĕкçĕ,
Пылĕ вара йăтайми.
Унăн тутлă çимĕçĕ
Сывлăхшăн пархатарли.
Анлă улăха вĕçеççĕ
Тутлă пурлăха пухма.
Сиплĕ пыл сĕтĕреççĕ
Шав утарçа тав тума.
Хуртăн хуҫи пулмасан,
Хурт пуҫĕ сахалланать
Чыслă хуçа хурт тытсан,
Хăй ĕçĕпе савăнать.
Хурчĕ усал пултăр -и?
Пылĕ тутлă пултăр-и?
Çу кунĕсем вăрах тăччăр,
Пыл хурчĕсем пыллаччăр.
Ман пуласчĕ пурнăçра
Пыл хурчĕ пекех ĕçчен.
Халь çырасчĕ сăвăра
Пыл хурчĕ çинчен чечен.
Хурт сăхасран хăрасан,
Тем чуль вĕлле тытаймăн.
Чун илемне туймасан,
Сăвă çырса лараймăн.
Мелания Тускăнай

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев