Микуласăр хĕл лармасть,
Микуласăр çу пулмасть.
Эп саватăп çуллана,
Килĕшет пит вăл мана.
Илĕртеççĕ, ав, куçа
Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем.
Çут çанталăк - мăн хуçа -
Парнелет уяр кунсем.
Юрататăп эп ăшша,
Вăл ярать чуна ташша.
Кăлт-кăлт сикет шух чĕре,
Хĕвел шевли сăн - питре.
Ах, илемлĕ - çке çулла!
Пахчара пиçет çырла.
Шăпчăк юрриллĕ пахча
Илĕртет хĕрпе качча.
Чĕкеç кайăк кун пуçлать,
Шăпчаăк вĕçлет ёç кунне.
Шапчăкё те сас парать
Вёсем юрланă чухне.
Çу уйăхĕ – виç уйăх,
Пур чёр - чуншăн чăн ырлăх.
Шутлă кун вăл - час иртет,
Сисёнмесёр кĕр çитет.
Çут çанталăк мĕн парать?
Панине илес пулать.
Çуллахи ĕç - хĕл тутти,
Пурăнмашкăн кун çути.
Çулла тар юхтармасан,
Вара тар хĕлле тухать.
Хĕвел çÿлте пăхмасан,
Çулла та начар пулать.
Ав, сар хĕвел каç енне
Йÿле янă кĕпине.
Кунĕпе ĕçле-ĕçле
Епле унăн тÿсмелле?
Кунĕ вăрăм, çĕр кĕске,
Ун татах ёçё пур - çке:
Ăшăрханă пулмалла,
Çумăра çутармалла.
Çуллахи Микулара
Çумăрё çусан вара,
Ваттисен самахёпе
Çу килет иккен йĕпе.
Савăнтарать çанталăк
Çуллахи уяр кунпа.
Илемленет тавралăх,
Мĕн кăна ÿсмест унта!
Пилеш - пиллĕх йывăçĕ -
Киленет хăй пĕвĕпе.
Панулми, - кёр çимĕçĕ -
Савăнтарать улмипе.
Кăткă йышĕ шеп ĕрчет,
Хатĕр капана ишме.
Хурчăка çÿлте вĕçет,
Чёпсене тытса илме.
Пуллин хÿри якаран
Тыттарасшăн мар хăйне.
Ача-пăча пулăран
Пушă таврăнать килне.
Кăвак тупе айĕнче
Тăри савăнса юрлать.
Кашни çыннăн чĕринче
Ырă шухăш çуралать.
Калас килет çакна та:
Çут çанталăк çич тĕслĕ,
Кирек епле вăхăт та
Хайне кура илемлĕ.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.

Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев