Предыдущая публикация
Сивӗ ҫил кашланӑ ҫем аса ил мана,
Шур юр ҫунӑ самантра
Аса ил мана,
Ҫӗмӗрт ҫеҫкене ларсан,
Аса ил мана,
Ман сӑвва вуланӑ чух аса ил мана,
Ҫут уйӑх ҫутипе те
аса ил мана,
Тутлӑ тӗлӗкусенче
эс курсам мана,
Ӑшӑ кулӑпа вӑран
Ас илсе мана.
Хунарсем ирпе сӳнсен
Ас илсем мана.
Кӑшт кӑна кичем пулсан,
эс чӗнсем мана,
Юрату сӳнмен пулсан,
Ас илсем мана...
Влад Апаш
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев