Мĕн-ши вăл телей тени...?
Телей тенине алла тытса çавăркаласа пăхма та çук,куçа та курăнмасть.
Телей качака таки те мар,ăна мăйракинчен ярса тытаймăн.
Ун пек-и,кун пек-и,телей тенине кашни çын хăйне май курать,хăйне
май ăнланать.
Нумайăшĕ телей юратура тесе шутлать, хăйĕн телейне юратура шырать.
-Астăватăн-и?-тет арăмĕ.
-Астумасăр ,-хуравлать упăшки.
-Мĕнле лайăх вăхăтсемччĕ,мĕнле эпир пĕр-пĕрне хытă юрататăмăр,хамăра
ытла та телейлĕ туйаттăмăр,-ассăн сывлать мăшăрĕ.
-Çапла çав,васкарах пĕрлешрĕмĕр,-хаш-хаш сывлать упăшки.
Аçта кайса кĕнĕ-ха алăри телей пĕрлешсе пĕр тĕвере пурăнма пуçласан.
Чашăк-тирĕк шăнкăртатма пуçласан телей тени кусенчен хăвăртрах хăпма шутланă,
е тата упăшки килне сахал укçа ĕçлесе илсе килнĕ?
Анчах укçапа та телейе çухатма пулать иккен.
Урамра икĕ хĕрарăм калаçса тăраççĕ:
-Çамрăк пулнă,пĕрлешсен упăшкапа общежитире пĕр пĕчĕк кĕтесре анчах
пурăнатăмăр.Ах,чăтмалла мар телейлĕ вăхăт пулнă вăл пирĕншĕн,пĕр-пĕрне ытла
та хытă юрататăмăр,пĕр кун пĕр-пĕрне курмасан та хытă тунсăхланă,юратнă
мăшăра хăвăртрах курма,ун ытамĕнче пулмашкăн васканă. Укçа-тенкĕ çитменни
те пулкаланă вăл вăхатра,анчах хамăра телейле туйнă.
Халĕ вара чылай вăхăт иртсен мулне те нумай пуçтартăмăр,мĕн кирли вуçех
пур темелле:виçĕ хутлă çурт,икĕ чаплă машинă,сауна,пысăк гараж.
-Батюшки,апла пулсан сирĕнтен телейлĕ çын та çук пулĕ,-тĕлĕнет тантăшĕ.
-Çук,халĕ çывăрасса та уйрăм пÿлĕмре çывăратпăр,пĕр-пĕринпе икĕ-виçĕ кун
калаçманни те пулкалать. Хамăр телее мулпа улăштартăмăр-ши?
Тĕлĕнмелле,телей тени пуянлăхран та килмест иккен.
Нумайăшĕ телей вăл хăвăн ĕмĕтÿсем пурнăçланса пыни тесе шутлать.Енчен те
эсĕ хăв ĕмĕтленнĕ ĕçре тăрăшса вăй хурса ĕçлетĕн пулсан хăвна телейлĕ тесе
шутлатăн.Телей ирхине ĕçе хăвăртрах çитсе ырă ĕçсем тума васкани, ĕç хыççăн
юратнă арăм патне кил ăшшине юратнă мăшăр патне васкани имĕш.
Анчах эпе калаçнă пĕр вăтам çулхи арçын пач урăхла шутлать.
-Ирхине тутлă ыйхăран 9-10 сехетре вăранса каятăн,ыррăн карăнса илетĕн,
паян ĕçе те каймалла мар,сĕтел çинче арăм пĕçернĕ тутлă апат пăсланса ларать.
Вăт ку телей тĕĕк телей,-лĕх-лĕх кулкараса хăй шухăшне пытармарĕ арçын.
Телее тупма та çухатма та пулать иккен.Акă вăтам çулхи хĕрарăм хăйен
çинчен каласа парать:
-Пĕрремеш упăшкапа пилĕк çул пурăнтăмăр,пытармастăп ,мăшăрăм мана хур
тукмакне çиме юратнинчен те ытларах саватчĕ.Анчах çулсем иртсен пĕр кашăкранах
пăтă çисе пурăннă хыççăн тем амакĕшĕн хирĕçсе кайса уйрăлтăмăр.
Çамрăк пулнă,хитре кĕлеткеллĕ пулнăран арçынсем нумайăшĕ ман çине ăшшăн
пăхнине асăрхаттăм. Иккĕмĕш упăшкапа шăп та лăп виçĕ çул пурăнтăм,анчах телейĕм
тулли пулмарĕ,вăл хытă кĕвĕçнипе,кăра çиллĕ пулнипе унран хăварт сивĕнтĕм.
Ун хыççăн пĕрлешмесĕрех тепĕр тăнкăр-танкăр лÿпер арçынпа пурăнкаласа
пăхкаларăм,ку лÿперпе те телейĕм катăк виçĕ пуслăх та пулмарĕ. Юлашкинчен,
пурнăç аси-масине тутанса пăхнă хыççăн малтанхи упăшка патне таврăнтăм та
хамăра каллех телейлĕ те савăк пурнăçпа пурăнма тытăнтăмăр.
Çапла пурнăç урапи çаплах такăр çулпа чупмасть çав,пурнăç унки-кукринче
темле чăрмав та сиксе тухма пултарать.Анчах тем пулсан та алри телейе
çухатас марччĕ.
Эсир вулакансем телейе мĕнле ăнланатăр,хăвăрăн шухăшсене пĕлтерме пултаратăр.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев