Каçал ен тǎрǎхĕнче Çĕнĕ Мǎрат ялĕнче нумаях пулмасть тĕлĕнмелле мероприяти иртрĕ. Шкул коллективĕ чǎваш символĕсен кунне паллǎ турĕ. Палǎртнǎ кун тĕлне пурте чǎваш тумне хатĕрлерĕç: хǎшĕ асламǎш арчине уçрĕ, хǎшĕ çĕвĕçсем патне васкарĕ.
Акǎ пĕрремĕш шǎнкǎрав ирхи зарядкǎна йыхравларĕ. Пурте коридора пухǎнчĕç. Ритмика урокне ертсе пыракан ирхи зарядкǎна чǎваш ташшин хусканǎвĕсене вĕрентсе ирттерчĕ. Ǎна пулǎшма шкул волонтерĕсем те васкарĕç. Ара, хǎçантанпа плана кĕртсе хатĕрленнĕ вĕсем çак кун тĕлне. Кĕçех иккĕмеш шǎнкарав пурне те урока йыхǎрчĕ. Кашни класс хǎй кабинетне васкарĕ. Уроксем паян ытти чухнехи пек мар, пач урǎхла иртрĕç. Кашни уроках чǎваш халǎх историйĕпе, культурипе çыхǎннǎ. Акǎлчан чĕлхи урокĕнче те ачасем акǎлчанла тǎван ял çинчен калаçрĕç. Математикǎра чǎваш тĕпчевçисемпе паллашрĕç. Географинче чǎваш карттине аса илчĕç. Физикǎра вара К. Иванов çырнǎ «Нарспи» поэмǎра сǎнланнǎ çут çанталǎк пулǎмĕсене тепчерĕç. Уроксем сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Тǎхтавсенче те ахаль лармарĕç ачасем. Чǎваш символикине епле пĕлнине тĕпчесе чǎваш чĕлхине вĕрентекен классем хушшинче мини-конкурс ирттерчĕ. Чǎваш республикин ялавне, гербне, гимне пуринчен те аванрах 10-мĕшсемпе 6-мĕш класс ачисем пĕлни палǎрчĕ. Çапла кун иртни сисĕнмерĕ те.
Уроксем вĕçленсен вĕренекенсем шкул умĕнчи лапама пухǎнчĕç. Кунта вĕсене чǎваш кĕввисем илĕртрĕç. Шкул директорĕ ачасене кǎмǎллǎн саламларĕ, тǎван чĕлхене, тǎван халǎха хисеплеме, юратма йыхравларĕ. Кĕçех Типшĕм Сашук репертуарĕнчи «Чǎваш пĕтмĕ нихǎçан» юрǎ янраса кайрĕ. Лапам варрине 6-мĕш класра вĕренекен Роман Киселев купǎс йǎтса тухрĕ, хаваслǎ кĕвĕпе хавхаланса ташша ячĕ. Вǎл ура хуçса ташланǎ хушǎра пурте лапам варрине тинкерчĕç, хайсем сисмесĕрех кĕвĕ майǎн алǎ çупма пикенчĕç. Рома нумаях та ташламарĕ кĕвĕ çемми улшǎнчĕ, пурне те ташша чĕнсе «Асамат» ушкǎн репертуарĕнчи «Чǎваш чĕлхи» юрǎ кĕрлеме пуçларĕ. Ташша 1-6-мĕш класс хĕр пĕрчийĕсем шуса тухрĕç. Вĕсем кĕвĕ майǎн тǎпǎртатнине кура кĕçех 1-6-мĕш класра вĕренекен арçын ачасем те ташлама сиксе тухрĕç. Малалла вара, тĕлĕнмелле те, пĕтĕм шкул хускалса кайрĕ тейĕн. Айккинерех алǎ çупса тǎракан аслǎрах классенчи пикесем те ярǎнса ташлама пикенчĕç. Вĕсенчен каччǎсем те юлмарĕç.
Çапла вара 3 минут хушшинче айккинче тǎракан та юлмарĕ, пĕтĕм шкул ачи илемлĕ чǎваш ташшине ташласа киленчĕ. Юрǎ вĕçленсен пурте хĕпĕртесе пĕр-пĕрне алǎ çупса саламларĕç.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 18