ҪУ УЙӐХӖН 31-МӖШӖНЧЕ "ПОЭЗИ ЧЕЧЕКĔ" КОНКУРСА ПӖТӖМЛЕТРӖМӖР. ЭПӖ ЭКСПЕРТ КАНАШӖН ЕРТӲҪИ ПУЛТӐМ. Кăçалхи регионсен шайӗнчи чӑвашла пӑхмасӑр Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавӗсене е Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа хӑйсем ҫырнӑ хайлавсене илемлӗ вулакансен "#Поэзичечекӗ" конкурсĕ питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Ачасем те, аслисем те чунĕсемпе Поэтăн кашни сăмахне туйса вулани палăрчĕ. Экспертсене 1-мĕш тапхăрта та чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. 2-мĕш тапхăрта вара сăвă вулакансен ăмăртăвĕ çав тери хĕрÿ иртрĕ. Экспертсем çакăн пек хакларĕç: Шкул çулне çитменнисен хушшинче Çеçпĕл Мишши сăввисене чаплă вуласа çак вырăнсене тивĕçрĕç : Ефим Лиллин - 1 вырăн, Максим Леонтьев - 3 вырăн, Ангелина Малеева - 3 выр
Сегодня, в день рождения Константина Иванова, артисты, работники культуры и чувашские писатели почтили память поэта, возложив цветы к его памятнику.
Паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, К. В. Иванов ҫуралнӑранпа 134 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа артистсем, культурӑра тӑрӑшакансем, ҫыравҫӑсем унӑн палӑкӗ умӗнче митинг ирттерчӗҫ, паллӑ поэта асӑнса чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, вырӑссем калашле - не откладывая долгий ящик - Елчӗк ентешлӗхӗн правленийӗ иртнӗ шӑматкун ирттернӗ ентешлӗх уявне сӳтсе яврӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен уява аван йӗркеленине палӑртрӗҫ. Ентешлӗх пуҫлӑхӗ Юрий Карпов калашле, Елчӗк округӗн ертӳҫи Леонард Левый мероприятипе питӗ кӑмӑллӑ юлнине пӗлтернӗ, ытти хаклӑ хӑнасем те уява пысӑка хурса хакланӑ. Курма килнисем те кӑмӑллӑ кайнине нумайӑшӗ асӑрханӑ.
Анчах та пурте пӗлмен кӑлтӑксемсӗр пулмасть. Йӑнӑшсене вӑхӑтра асӑрхаса тепринче ун пек тӑвас мар тесе правлени пайташӗсем ҫитменлӗхсене тӗплӗн тишкерсе шӗкӗлчесе тухрӗҫ.
Кашни хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне уҫҫӑн пӗлтерчӗ.
Паллах, ырӑ самантсене те асӑнса хӑварчӗҫ.
Ӗҫлемен ҫын кӑна йӑ