Чӑн та, пӗрле пуçтарăнса чуна уçса калаçни, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемшĕн савăнни, малашнехи ырă та çутă тĕллевсене палăртнинчен пахи нимĕн те çук.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш академи драма театрӗнче Елчӗк ентешлӗхӗн анлӑ уявӗ кӗрлерӗ.
Фойере ал-ӗҫ ӑстисен куравӗсем ӗҫлерӗҫ. Ӗҫ вӑхӑчӗ пулсан та, Елчӗксем уява яланхиллех чылайӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Кӑнтӑрла 11 сехетре уявӑн официаллӑ пайӗ пуҫланчӗ.
Малтанах Сӑваплӑ Турамӑшӗн Лащ-Таяпари чиркӗвӗн настоятелĕ Силуан атте уяв чипер ирсе кайтӑр тесе пиллерӗ.
Кӑҫалхи ентешлӗх праҫникне Раççейри çемье çулталăкне, Чăваш Республикинче Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Елчĕк Ен ентешлĕхне 30 - çул çитнине халалланӑ.
Ӑна Елчĕк муниципалитет округĕн пĕрлештернĕ хорĕ уҫрӗ.
Малалла сцена ҫине Хисеплӗ хӑнасем: Федорова Алевтина Николаевна - Чăваш Республикин ачасен правине хÿтелекен уполномоченнăйӗ, Елчĕк муниципаллă округĕн кураторӗ,
Попов Юрий Алексеевич – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ,
Викторов Владимир Николаевич - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ,
Доброхотов Владимир Анатольевич – Шупашкар хула пуҫлӑхӗн полномочийӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлаканӗ,
Левый Леонард Васильевич - Елчĕк муниципаллӑ округĕн пуçлăхĕ,
Кадышев Евгений Николаевич – Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн председателӗ хӑпарса саламларӗҫ.
Вӗсемпе пӗрле Елчӗк ентешлӗхӗн хастар пуҫлӑхӗ Юрий Михайлович Карпов та пулчӗ.
Хисеплӗ хӑнасем Елчӗк Енӗн пултаруллӑ ҫыннисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ самантсемпе пӗрлех
уявра ятарлӑ ҫар операцийӗ пирки те нумай калаҫрӗҫ, округри паттӑрсене аса илчӗҫ, хальхи вӑхӑтра унта ҫапӑҫакан ентешсем ярса панӑ видеосаламсене те пӑхрӗҫ, хурланчӗҫ.
Елчӗксем нумай ачаллӑ, туслӑ Казначеевсен ҫемьине те тивӗҫлӗн чысларӗҫ.
Тӑван тӑрӑхран ентешлӗх праҫникне чылай пултарулӑх ушкӑнӗ килнӗ. Вӗсем хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Елчӗк ҫӗрӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкарта тӗпленнӗ юрӑҫсем те эстрада юррисемпе уява илем кӳчӗҫ.
Елчӗксем ӗҫлеме те, савӑнма та пултарнине ентешлӗхӗн кӑҫалхи анлӑ мероприятийӗ питӗ аван кӑтартса пачӗ. https://disk.yandex.ru/d/tdxoUMIzN9mLpA
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев