Предыдущая публикация
(Музикипе сăвви Ирина Кораблёвăн)
1.Астăватăп эп,
Хальхи пек астăватăп
Пĕрремĕш тĕлпулу,
Шап-шурă лантăшсем
Мĕн пулчĕ-ши пире, кала
Чĕнмесĕр ан тăрсам, кала
Сӳнеҫҫĕ туйăмсем, ах шанчĕҫ чечексем
Суя ҫеҫ пулчĕ юрату
Хушса юрламалли:
Ирхи шуҫăм ҫутине
Никам тытса чараяс ҫук
Кĕмĕл сывлăм шăрҫине
Сан пек никам мана парнелес ҫук
2.Парнелерĕн эсĕ,
Мана ҫеҫ парнелерĕн
Асамлă каҫĕсен
Ҫут ҫăлтăр кăшăлне
Мĕн айăп турăм-ши, кала
Итлетĕп пĕр сана, кала
Хĕвелĕ ăшăтмасть, ах сивĕ-ҫке чунра
Шур юр ҫеҫ пулчĕ юрату
3.Каҫар мана
Савма пултараймастăп
Пĕрремĕш юрату
Сим пыллă тутусем
Мĕн пулчĕ-ши пире, кала
Чĕнмесĕр ан тăрсам, кала
Шап-шурă лантăшсен, шăршийĕ урăх ҫук
Сивĕ аркатрĕ вĕсене
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев