Предыдущая публикация
(Музыки Стас Владимировнăн
Сăвви Василий Шихрановăн)
1. Эпĕ куртăм паян ирхине…
Пилеш ҫыхнă кĕрен тутрине!
Пĕрчĕн-пĕрчĕн тăкать ҫырлине
Санпа хывнă сукмакăм ҫине
2.Ас тăватни, савни, иртнине,
Каҫсерен юнашар утнине?
Ҫак пилеш ҫырлине татнине,
Пит илемлĕ шăрҫа тунине?
3.Парнелерĕн мана шăрҫине
Ҫăтмахри пек хитре каҫхине.
Шантарса юрату пуррине,
Шăратса чун-чĕре юррине!
4.Ҫухатман чун савни парнине:
-Эсĕ ҫыхнă пилеш шăрҫине!
Манайман юнашар утнине,
Сывлăм тăрăх сукмак хывнине
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 10