Хăш-пĕр çыннăн чун-чĕре талпăнăвĕ çапла: пĕр вырăнта тăма хăнăхман вăл, курманнине курас килет, ялан çĕннине шырать. Е: «Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест», — тенĕ пек.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Крылова çав йышран тесе палăртма пулать. Унта хăй ирĕкĕпе кайнин сăлтавĕ те çавăнпах çыхăннă: «Манăн хамăн пулса курмалла», — тет вăл.
Шкул хыççăнхи тапхăра илсен те асăннă ỹкерчĕк: хăйне вĕренỹре, кайран тĕрлĕ профессире тĕрĕслесе пăхас тени курăнать. Саша Патреккелти вăтам шкулăн 8 класне пĕтерсен Хусанти Суворов çар училищине вĕренме кĕрет. Çапла 5-мĕш класра чухне çуралнă ĕмĕтне пурнăçланă, апла пулин те малашлăхне çар ĕçĕпе çыхăнтарма май килмен: икĕ çул çар училищисене набор пачах пулман. Хăйĕн тĕллевĕ патне спортăн тĕрлĕ енĕпе — футбол, баскетбол вăййисенче, çăмăл атлетикăра, кире пуканĕ спортĕнче аталанса пынă вăл. Малтан Юрий Петров, унтан Александр Адюков физкультура учителĕсем ертсе пынипе районти ăмăртусенче çĕнсе илнĕ медальсен шучĕ те пĕчĕк мар.
2010-2015 çулсенче вăл Чăваш патшалăх ял хуçалăх академинче инженера, 2018-2022 çулсенче Шупашкарти строительство техникумĕнче техник-строителе вĕреннĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ.
Сроклă çар службине Александр Крылов кĕçĕн сержант Самар облаçĕнчи Рощинский хула типлă поселокри чаçре хĕç-пăшаллă хурал ротинче ирттернĕ. Çапах та сыхлав ĕçĕ уйрăммăн мĕнпе çыхăннине уçăмлатма килĕшмерĕ.
Хăй ирĕкĕпе
2022 çулхи май уйăхĕнче Александр Крылов чун-чĕри хушнипе Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тепĕр хутчен тăрать.
— Контракт тапхăрне 4 уйăха çирĕплетрĕм, — малалла хăйне итлеме кăмăл тăвар. — Екатеринбургра, Челябинск облаçĕнче кĕске вăхăт пулнă хыççăн Луганск облаçне куçарчĕç. Штурм ушкăнĕнчи пехотăн çар машинин отделени командирĕн тивĕçне пурнăçласа тĕрлĕ задание хутшăнтăм.
СВОн малтанхи çулĕнче пилотсăр вĕçекен аппаратсем пулман-ха, çавăнпа эпир шав малалла кайнă. Блиндажсем туса аппаланман, окопсем чавнă та унтах çывăрнă, апатне те çавăнтах çинĕ. Шыв, апат-çимĕç тĕлĕшпе пирваях ыйту çивĕч тăратчĕ. Йывăç айне пленка сарса хураттăмăр, çулçăсенчен ирхи сывлăм тумламăн-тумламăн юхса анса пухăнатчĕ. Кỹлленчĕксемпе усă курни те пулнă.
Эпĕ 8-мĕш ротăраччĕ. Наступленисем хыççăнхи тăхтавра 7-мĕш ротăри пĕр офицерпа час-часах пĕрле ларса апат хыпкалаттăмăр, калаçаттăмăр. Кăмăллăччĕ хăй. Контракт вĕçленсен эпĕ тăван яла таврăнтăм. Пĕринче çапла черетлĕ хутчен «Контактри» информацисене вулатăп та, хайхи манăн окопри юлташ вилни çинчен лартса хунă. Елчĕкри Александр Докторов аслă лейтенант! Питĕм пиçсе кайрĕ. Ĕненес те килмерĕ. Паянхи кунччен ỹкĕнетĕп: «Эсĕ ăçтан?» — тесе ыйтма ăс çитменрен. Калаçура чăвашла пĕр-пĕр сăмах персе янă пулсан та урăхла пулатчĕ ĕнтĕ.
Пирĕн расчета тĕплĕ вырнаçнă тăшман пулеметчикне тĕп тума приказ пачĕç. Эпир те хỹтĕ çĕртех, анчах манăн темшĕн тăруках позицие улăштарас килчĕ — юнашарти уçă вырăнти çавра шăтăка чупрăм. Кĕрсе ỹкнĕччĕ кăна, малтанхи вырăнта снаряд ỹксе шаплатрĕ.
Тепĕр пулăмĕ те çавăн пекрех. Юлташăн окопĕнчен «хам патне» кайма тухрăм та, вăл: «Тăхта-ха, сигарет туртса ярар», — тенипе каялла пытăм. 10-15 çеккунтран эп пулмалли вырăнта окопран нимĕн те юлмарĕ. Анне мана час-часах пирус туртма пăрахмалли пирки калать, эпĕ вара хампа пулнине аса илтеретĕп.
Пирĕн подразделени маларах Лисичанск хулине ирĕке кăларма хутшăнчĕ, ун хыççăн — çывăхри нефть продукчĕ туса кăларакан завода. Питĕ пысăк лаптăкра вырнаçнă вăл, хăй тепĕр хула тейĕн.
Тавăрас туйăм вăйĕ
2024 çулхи июль уйăхĕнче çапăçу ĕçĕсен ветеранĕ каллех контракт çырать.
— Мĕн хистерĕ сана тепĕр хутчен СВОна кайма?
— Нацистсем Курск облаçĕнче ирсĕрленнине чăтаймарăм, — тет вăл, — анчах хам ăçта каяс тенĕ пек пулмарĕ çав, Харьков облаçĕнчи Купянск направленине ячĕç. Штурмовик мар, БПЛА операторĕ халь. Ку çар специальноçне вĕренмесĕр май çук — Ижевскра пĕр уйăх разведка дронĕсемпе ĕçлеме, вĕсене юсама вĕрентĕмĕр. «Зала» текенни 5 километр çỹллĕшне хăпарать. Кăтартусене çийĕнчех кирлĕ вырăна куçарса пыратпăр. «Ланцет» вара — дрон-камикадзе, танксем çине ытларах яратпăр. Отпуск хыççăн каллех Ижевска каймалла. Хальхинче ударнăй дронсемпе ĕçлеме хăнăхмалла…
Кĕçĕн командир СВОн пĕрремĕш тапхăрĕнче чĕркуççирен аманнă та пулнă, çапах та санчаçе е госпитале кайма шутламан. Тăватă уйăхран Елчĕкри тĕп больницăра кăларса панă çав «парнене». «Асăнмалăх килте упратăп», — пĕлтерет вăл снаряд катăкĕ пирки.
Салтакăн хушма ятне пĕлес тенĕ май хурав çапла çаврăнса тухрĕ:
— Малтан «Волга» позывнойпа çỹренĕ эпĕ, Купянскра хирĕçлерĕç: штаб начальникĕн иккен вăл. Вара «Пушкин» пулса тăтăм.
— Мĕншĕн?
— Эпĕ Александр Сергеевич вĕт.
Христос çулĕнчи Александр Сергеевича Çĕнтерĕве çывхартассинче Турă хăйĕн хỹттинче тыттăр.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев