Ятарлă çар операцине хутшăнакан Александр Краснова («Гиря» позывной) пачах палламастăп. Ун çинчен çырма сĕнекенĕ тата хăш-пĕр информацие пĕлтерекенĕ Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкул вĕрентекенĕ Нина Левая пулчĕ. Вăл вара ĕçтешĕпе — салтакăн кун-çулĕ пирки пĕлме класс ертỹçи пулнă Галина Николаевăпа çыхăнма сĕнчĕ. Сăмах май, педагогсен иккĕшĕн те ывăлĕсем Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретĕнче.
Александр Краснов Ульяновск облаçĕнчи Карсун районĕнчи Урено-Карлински ялĕнче 1996 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче çуралнă. 2002 çулта çемье Çирĕклĕ Шăхальне куçса килнĕ, ача вара шкул вĕренĕвĕн тулли тапхăрне кунта тухнă. Пĕтĕм предметпа ĕлкĕрсе пынă, çапах та историе, литературăна ытларах юратнă. Вырăс ялĕнче çуралнă пулсан та, тăван литературăпа сочиненисене «5» паллăлăх çырни унăн сăмахлăхри пултарулăхĕ пуян пулнине çирĕплетет. Асăннă предметсенчен те вара уншăн чи çывăххи — физкультура. Çавна май 2013 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне вĕренме кĕрет. «Учитель ĕçĕ — манăн мар», — тенĕ-ши, унтан пăрахса Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумĕнче пĕлỹ пухнă. «Анне ĕнси çинче ларса çитет, хамăн ĕçлесе илмелле» — çакăн пек тĕллев пулнă унăн.
Тутарстанри Набережные Челны хулинче газосварщикра ĕçлеме тытăнсан амăшне — Зинаида Алексеевнăна та, йăмăкне — Галинăна та укçан пулăшма май килет.
2024 çулхи çурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче Александр Анатольевич хăйĕн биографине тата çĕнĕ йĕрке çырать: Раççей Оборона министерствипе контракт çырса ятарлă çар операцине хутшăнать. Класс ертỹçи патне телеграмра çырнинче çакнашкал йĕркесем пур: «…Служу сейчас штурмовиком в отряде «Шторм» 9-ой мотострелковой бригады. Почему подписал контракт? Потому что уровень патриотизма перевесил здравый разум. Да и Путин нравится мне как лидер. До службы не мог найти свое место в жизни…»
Александр Краснов рядовой ирĕке кăларма хутшăннă ял-хуласен географийĕ анлă: Нью-Йорк, Нелеповка, Петровка, Леонидовка, Селидово, Малиновка, Елизаветовка, Краснолиман шахти. Халĕ — Покровскра. Штурмовиксем заданисене мотоциклсемпе те тухса çỹреççĕ.
Салтак пуçран, ал-ураран аманнă, анчах пур пĕрех стройра. Ăна Паттăрлăх орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Вилĕмрен çăлса хăварнăшăн», Жуков медалĕсемпе наградăланă.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1