Пирĕн округран пĕр тăвансен е çывăх çыннисен йышĕнчен иккĕн-виççĕн ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пур. Ку вăл Тăван çĕршыва хỹтĕлессинчи тĕслĕх витĕмĕ вăйлă пулнипе çыхăннă паллах.
Тỹскел ялĕнчи Черновсем — пурте контрактниксем. Владимир чи малтан, 2023 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче, иккĕмĕш хутчен салтак атти тăхăннă. Иртнĕ çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пиччĕшĕ — Александр — çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăрать. Анчах унпа пĕр уйăхранах çыхăну татăлать: ăна «хыпарсăр çухалнă» тесе палăртнă. Кăçалхи пуш уйăхĕнче тăван ял масарĕнче ĕмĕрлĕхе канлĕх тупрĕ вăл.
Александр Николаевич СВО территорийĕнче чухне ывăлĕ те нумай кĕттермен — Мускаври çар комиссариатĕнчен унта çул тытнă. Николай çинчен хаçатăн çулталăк пуçламăшĕнчи пĕр номерĕнче çырнăччĕ. Пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлекен вăл…
Сăмаха малалла Владимир çине куçарар. Николай пекех, «Черный» хушма ятпа çỹрет. Елчĕкри вăтам шкула пĕтерсен Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче зоотехник специальноçне алла илнĕ. Водитель прави те пур.
Аслă пĕлỹллĕ çамрăкăн сроклă служби (2007-2008) Мускав облаçĕнчи Котельники хулинчи сывлăш вăйĕсен çарĕнче иртет. Рядовой, радиотелеграфист. Служба хыççăн акционерсен «Прогресс» хупă обществинче зоотехникра тата ытти вырăнта ĕçленĕ.
Çĕнĕрен йĕркеленнĕ чаçре
— Шупашкартан Мускав тăрăхĕнчи Нарофоминска çитрĕмĕр, — ятарлă çар операцийĕн теми çине куçнă май сăмахларĕ Володя. — Тумтирпе, типĕ апатпа туллин тивĕçтерчĕç. Хăш енне каясси пирки информаци улшăнсах тăчĕ. Юлашкинчен: «Луганск енне каятпăр», — тесе пĕлтерчĕç. Пуйăс 2 кун, 2 çĕр малалла хăвалать. Çитрĕмĕр… Крым çурма утраври Джанкоя!
Эпир пачах çĕнĕ çар чаçĕ пулса кайнă СВОна. Нарофоминскра пирĕн гаубица артиллери дивизионĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче салатса янă 1184-мĕш гварди артиллери полкĕн никĕсĕ çинче йĕркеленнĕ. Эпир унăн пионерĕсем темелле. Пурте контрактниксем, Атăлçи федераци округĕнчен ытларах: Чăваш Енрен, Удмуртирен, Самарăран, Пензăран, Тутарстанран…
Джанкойра темиçе кун тăрсан Днепр юхан шывĕ хĕррипе вăрман витĕр 300 çухрăм СВО пыракан вырăна — Крынкине çуран тухрăмăр. Çитсенех 2-3 çынлăх окоп чавма приказ пулчĕ, унтан — 6 тăваткал метр таран. Унта-кунта сапаланни вырăнсăр терĕç-ши, юлашкинчен блиндажа 200 тăваткал метра çитертĕмĕр. Аван хатĕрленĕччĕ. Боевиксем çунтаракан снарядсемпе усă курнăран тĕп турĕç ăна. Маларах сỹнтерме пултарнăччĕ-ха. Хальхинче вăй çитереймерĕмĕр, хăйăр ура айĕнчех пулсан та.
Кăçал отпуска иккĕмĕш хут килтĕм. Малтанхинче çулталăк та пĕр уйăхран кăна ячĕç, мĕншĕн тесен 2023 çулта лару-тăру питĕ йывăрччĕ. Эпир, Херсон облаçĕнчи пĕр территорире тăнăран, иртнĕ çулхи август уйăхĕнче тăшмана хăйсен çирĕп позицийĕсенчен «шăлса» кăларма пултартăмăр.
Шанчăк — артиллерире
Хĕç-пăшаллă хирĕç тăру 2 çул çурă пырать. Çак хушăра стратегипе тактика тĕлĕшĕнчен нумай улшăну пулса иртрĕ. Икĕ вăй енче те. Тăшман чееленет пулсан, пирĕн тата чеерех пулмалла. Кашни задание тĕплĕ шухăшласа, хăвăрт, вăрттăн, маневр туса пурнăçламалла.
Нацистсем халĕ пĕр-ик салтакшăн дрон снарядне сая ямаççĕ — техника шыраççĕ. Оборона çав тери вăйлă вĕсен, паян мар, 2014 çулччен йĕркеленĕ тимĕр-бетон çирĕплетĕвĕсем. Крынкинче çеç мар, ун çывăхĕнчи Карсунка, Казачие Лагеря, Ольговка, Новотягинка ялĕсенче те çавăн пек пулнă. Унсăр пуçне çĕр айĕнче шлюзсем йĕркеленĕ. Ялсенчех! Туннельтен Днепра тухса пирĕн енне снарядсем вĕçтереççĕ те каялла кĕрсе çухалаççĕ. Вĕсене артиллери вăйĕпе тĕп тума самаях вăхăт иртрĕ. Ун хыççăн кăна Ульяновск десантникĕсем тасату ĕçне пикенчĕç.
Эпĕ гаубицăна турттаракан водитель. Тупă çĕр айĕнчи тĕплĕ çирĕплетнĕ «гаражра» вырнаçнă. Палăртнă тĕллевсене тĕп тума темиçе снаряд кăларса яратпăр та алăка хупса хуратпăр, хамăр çĕр айĕнчи траншея тăрăх урăх вырăна чупатпăр. Гаубицăпа çĕнĕ позицирен таврăнсан хỹтĕлев ĕçĕпе нумай тимлеме тивет: машина йĕрĕсене шăлатпăр, йывăç турачĕсемпе тата маскировка сеткипе хуплатпăр.
Эпир халĕ Днепр хĕрринче оборона тытатпăр. Тăшман çывăрмасть, час-часах юхан шыв урлă каçма хăтланать. Пирĕн çарсем пĕтĕм территорипе Днепр хĕррине çитсен çеç малалли приказ паллă пулĕ. Анчах пĕлсех тăратăп: тепĕр енче питĕ вăйлă çирĕплетỹсем. Вĕсене çĕмĕресси артиллерирен нумай килет…
Эпир тăракан вырăнта хăйăрлă. Хатĕр строительство материалĕ! Курăк виçĕ хутчен симĕсленет. Посадкăсене Хрущев вăхăтĕнчех лартнă теççĕ. 100 метр сарлакăш вĕсем. Çав тăрăхсем е вăрмансем пулман пулсан мĕн тунă пулăттăмăр-ши?
Нет комментариев