Пурнăç йĕрки çапла: пулас ăру аслисенчен тĕслĕх илсе вĕренсе пырать, вĕсем пек пулма ăнтăлать.
Анчах тепĕр майлă та килсе тухать иккен. Шуршу ялĕнчи Сергей Федоров черетлĕ хутчен Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен ретне тăни тăватă уйăх кăна-ха. Епле шухăш тытнă вăл контракт çырма? Çамрăк мар — кун-çул таппи те 58 çула илсе çитернĕ ĕнтĕ.
— Тăван шăллăмăн ывăлĕ, Герман Федоров, Раççей Оборона Министерствипе контракт çырса кайнă СВОна, — шухăшне уçать Сергей Петрович. — Пуçанан ачи те 2-мĕш çул унта. Вăл çар ретне çав йĕркепех маларах тăнă. Виççĕмĕш сыпăкри аппан ывăлĕ Валерий Филиппов та нацистсене хирĕç çапăçать. Отпуска килмессерен тĕл пулаттăмăр та, «лери» ĕç-пуçа çавăрттараттăмăр кăна. Çавна май шухăшсемпе эпĕ унтаччĕ ĕнтĕ. Туртăм кашнинчех вăйланса, çирĕпленсе пынă темелле. Килтисене документсене хатĕрлесе çитерсен çеç пĕлтертĕм.
Çемйипе паллаштарма та вăхăт. Амăшĕ — Анна Сергеевна — 93 çулпа пырать. Мăшăрĕ, Ольга Леонидовна, педагогика ĕçĕн ветеранĕ: Чăваш Тăрăмĕнчи, Аслă Таяпари шкулсенче пуçламăш классене вĕрентнĕ. Александр ывăлĕ аякри Сургутра тĕпленнĕ — нефтяник. Кĕçĕнни, Петр, строитель, Шупашкар хулинче пурăнать. Федоровсен 5 мăнук.
Сергей Федоров аслă сержантăн СВОри хушма ячĕ — «Дед». Уншăн питĕ килĕшỹллĕскер, мĕншĕн тесен çулĕсем те ултă теçетке патне кармашаççĕ, вăл тăракан подразделенире унран асли çук, асатте ята илни те хисеп.
Вĕсен тĕп çар чаçĕ Чулхула облаçĕнчи Мулино поселокĕнче вырнаçнă. Унтан пуçласа дислокаци точкине — Донецк облаçĕнчи Северодонецка илсе çитернĕ. Çакăнтан куллен задание тухаççĕ те вĕсем «Урал» автомашинăпа.
— Эпир Северодонецкра пĕрмаях пулаймастпăр, — хĕрỹ точкăри ĕç-пуçа малалла уçăмлатать кĕçĕн командир. — Артиллери тивĕçтерĕвĕн уйрăм батальонĕн юсав ушкăнĕнче пулнăран, яланах çул çинче, куçса çỹрекен çынсем пек эпир. Экипажра виççĕн, пĕри, Евгений Павлов, хамăр округри Элпуçĕнчен. Унпа республикăри çар комиссариатĕнче паллашнă хыççăн пĕрре те уйрăлман.
Сергей Федоров ертсе пыракан ушкăна ĕç тупăнсах тăрать. Хăй тĕллĕн çỹрекен артиллери установкисем (САУ) стройран тухасси час-часах пулать, çавна май видеоçыхăнупа хыпар илнĕ хыççăнах палăртнă вырăна çул тытаççĕ. Çĕр каçма ăçта май килет — çавăнта. Автомашинăна йывăçсен хушшине лартса хăвараççĕ те, хăйсем 50-60 метр аяккарах вырнаçаççĕ. Çут çанталăк ытамĕнче çывăрмалли михĕрен лайăххи мĕн пултăр?
Северодонецкра, паллах, условисем самай лайăх. Виçĕ метр тарăнăшĕнчи блиндажра 80 çын вырнаçаять. Ăна тĕрлĕ строительство материалĕпе хăйсемех хăтлăлатнă. Кĕпе çумалли машина, телевизор пур. Телефон çине ỹкернĕ кадрсенче аван курăнать: тирпейлĕ те, çутă та.
Ирхине рейса тухиччен тата каçхине хăйсем ăçта чарăннине çирĕплетсе видео ярса параççĕ. Çул çинче çар автоинспекцийĕ чарассине те кĕтме пулать. Вăл документсен е груз тĕрĕслевĕпе çеç çырлахмасть, салтаксем каскăпа бронежилет тăхăннине те куçран вĕçертмест.
Вĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ пынине каламарĕ Сергей.
— Ĕçмелли-çимеллине ытларах хамăрăн укçа-тенкĕпе туянатпăр, — ку тĕлĕшпе çивĕчлĕх пуррине пытармарĕ вăл. — Ялан тушенка йăлăхтарать, салат таврашĕ те çиес килет. «Оливье» унта 450 тенкĕ тăрать. Тавар хаклă. Шыв енĕпе уйрăмах йывăр, лавккасенчен çеç илетпĕр ăна.
Сергей Федоров аслă сержантăн 13 çынран тăракан отделенийĕ юсав ĕçĕсемпе Чулхулара, Ярославльте те командировкăсенче пулнă. Утă уйăхĕн варринче вара, пĕр эрне, Куславкка округĕнчи Тĕрлемес станцийĕнче. Вăл каланă тăрăх, унта 20-30 çул упраннă техникăна — «КРАЗ-560», «ЗИЛ», «КАМАЗ» автомашинăсене юсаса йĕркене кĕртнĕ. Хăйсемех эшелон çине вырнаçтарса ăсатнă. Груз ăçта каяссине пĕлтермен пулсан та, тавçăрма йывăр мар…
Сергей Петрович Федоров Шуршу ялĕнче 1967 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралса ỹснĕ. Чăваш Тăрăмĕнчи 8 çул вĕренмелли, Аслă Таяпари вăтам шкулсенчен, Кỹкеçри 27-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинчен водителе вĕренсе тухнă. Икĕ çул Самара хулинчи 73874 «К» çар чаçĕнче службăра тăнă. Кустăрмаллă бронетранспортерсене çỹретекен инструктор тивĕçне пурнăçланă. Чăваш Тăрăмĕнчи тĕп шкулта завхоз, «Авангард», К.Маркс ячĕллĕ колхозсенче водитель, склад заведующийĕ пулса ĕçленĕ. 2025 çулхи пуш уйăхĕнчен — ятарлă çар операцийĕнче.
Шуршу ачи сроклă службăна Самарăри «учебкăра» ирттерессине Канашри пухăну пунктĕнчех пĕлнĕ. Вĕсене унтах палăртнă — турник çинче нумай çаврăнакансене тата туртăнакансене. Икĕ çул çапла вара çамрăк салтаксене вĕрентнĕ вăл.
Паянхи «Деда» хăй вăхăтĕнче шкулта ĕçленипе паллатăп та, вăл тема та айккинче юлмарĕ. Чăваш Тăрăмĕн шкулĕ çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленессипе те, пурлăх никĕсне çирĕплетессипе те ырă тĕслĕхлисен йышĕнче пулнă. С.Федоров завхозран та нумай килнĕ çакă паллах.
— Шкулти пурнăçа кăмăлпа аса илетĕп, — тет вăл. -Унта ĕçленĕ çулсенче çуран, йĕлтĕрпе чупассипе районти ăмăртусене хутшăнаттăмăр. Анатолий Головин физкультура учителĕ: «Атя, сан ỹсĕмре чупакан çук», — тетчĕ пĕрмай. Кĕçĕн класра йĕлтĕрпе ярăнма пире каярахпа директорта ĕçленĕ Владимир Малов вĕрентнĕ.
Ачаран çирĕпленнĕ вăй-хал хăнăхăвĕ — салтакшăн йывăрлăхри пулăшу çăл куçĕ.
Николай МАЛЫШКИН.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2