КĔСКЕ СПРАВКА
Н.И.Панкратов 1940 çулта Кивĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. 1960-1963 çулсенче Совет Çарĕнче службăра тăнă. 1963-1964 çулсенче шахтăра ĕçленĕ. 1965 çултан пуçласа 1994 çулччен пĕр улшăнмасăр «Победа» колхозăн иккĕмĕш комплекслă бригадине ертсе пынă. Вуннăмĕш пилĕкçуллăхра çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессине ỹстерес енĕпе пысăк тỹпе хывнăшăн 1981 çулта вăл «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин (икĕ хутчен) орденĕсемпе наградăланă.
Вăл — Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1979), СССР Профсоюзĕсен 17-мĕш (1982), колхозниксен Пĕтĕм Союзри (1988) съезчĕсен делегачĕ.
Иртнĕ ырă вăхăтри Ленин орденлă «Победа» колхозăн иккĕмĕш комплекслă бригадин (Кивĕ Эйпеç ялĕ) бригадирĕ, пархатарлă ĕçĕшĕн «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ Николай Иванович Панкратов октябрĕн 18-мĕшĕнче 85 çулхи сумлă юбилей кунне кĕтсе илме хатĕрленет. Сăлтав тупăннипе усă курса эпир те унпа тĕл пулса калаçма тивĕçлĕ пултăмăр.
— Пенсие тухса бригадирта ĕçлеме пăрахнăранпа та чĕрĕк ĕмĕр иртрĕ. Ватăлнине, çулсем ытла хăвăрт хыçа юлнине ăнланатăп, анчах чун-чĕре çакна йышăнасшăн пулманнине туйса тăратăп. Апла пулин те хама çак вăхăтченех халăхпа пĕрле пурăнма шăпа пỹрнĕшĕн, унтан та ытларах — ял çыннисене хумхантаракан кирлĕ ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнма, çапла майпа хăй вăхăтĕнче вĕсен ырлăхĕшĕн нумай усăллă ĕç тума пултарнипе савăнатăп, — терĕ пĕр улшăнмасăр 30 çул комплекслă бригада бригадирĕнче вăй хунă «вăрçă ачи» Николай Панкратов.
Николай Иванович кун-çулĕ пирки уйрăммăн каласа кăтартма тытăниччен сăмах май çакна аса илтерни те вырăнлă пулма кирлĕ. Иртнĕ ырă вăхăтри районти 9 колхозра 45 комплекслă бригада шутланнă. Вăтам сыпăкри звенона ертсе пыракансен яваплăхĕ вара калама çук пысăк пулнă — председательтен кая мар. Вĕсем колхоз производствин ĕçĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама анчах мар, ялта социаллă объектсене çĕклесе лартас ĕçсене те тỹррĕнех хутшăннă. Яланах халăх хушшинче пулнăран та пулĕ, бригадирсем ялта хисеплĕ çынсем шутланнă. Пархатарлă ĕçшĕн патшалăх шайĕнчи тĕрлĕ наградăсене илме те тивĕçлĕ пулнă округ шайĕнчи çак сумлă бригадирсен ячĕсем манăçмаççех. Вĕсем: Владимир Евполов (Çĕнĕ Эйпеç), Амплий Карамаликов (Вăрăмхăва), Семен Мышкин (Кушкă), Вера Агеева (Аслă Елчĕк), Ардалион Данилов (Тỹскел), Христофор Карпов (Тип Тимеш), Николай Панкратовпа пĕр ретре «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçлĕ пулнă Иван Михайловский (Аслă Пăла Тимеш), паллах, тата ытти вăтам сыпăкри ертỹçĕсен пархатарлă ĕçне те çынсем тивĕçлипе хаклаççĕ.
Николай Панкратов — чăн-чăн ĕç паттăрĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă чухне вăл 9 уйăхра çеç пулнă, аппăшĕ — 2 çулта. Çемье пуçĕ вăрçăн малтанхи тапхăрĕнчех пĕр хаяр çапăçура пуçне хунă. Амăшĕн шанчăкĕ ачисенче пулнă. Арçын ача, çав вăхăтри ытти ача-пăча пекех, аслисемпе тан тăрса мĕн пĕчĕкрен вăкăр кỹлсе колхоз ĕçне хутшăннă. Салтак служби хыççăн алă çавăрмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илес шутпа пĕр вăхăт Казахстанри шахтăра ĕçленĕ.
1965 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче (хĕрарăмсен уявĕ пулнипе çак куна лайăх асра тытать ĕç ветеранĕ) комплекслă бригада бригадирĕ пулма суйласа лартнă та, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех чунне парса халăх шанăçне тивĕçлипе тỹрре кăларнă. Маларах каланине — бригадирсем ялти социаллă объектсене йĕркене кĕртес ĕçре те пуçаруллă пулнине Николай Панкратов пирĕн ăшпиллĕ калаçу пуçламăшĕнченех çирĕплетсе те пачĕ:
— Бригадира суйласа лартнă кунхинех ял çыннисем пурте пĕр харăссăн хутлăхпа юхакан çырма урлă кĕпер вырнаçтарасси пирки ыйту хускатрĕç. Питех те тĕрĕс шухăш пулчĕ çакă. Мĕншĕн тесен шкул ачисен шыв-шур вăхăтĕнче кỹршĕ ялти шкула çуран пĕр çухрăм ытла çаврăнса çỹреме тиветчĕ. Ун хыççăнах ялти арçынсемпе пĕрле çырма урлă кĕпер хыврăмăр. Халăхпа пĕр шухăшлă, кар тăрса ĕçленине кура 1988 çулта Кавал ялĕнчен пуçласа Питтĕпелне çитичченех асфальтлă çул сартăмăр. Ун чухне çак ĕçсене колхоз вăйĕпех пурнăçлама май килнĕ.
Çак çулсем тăршшĕпех округри, республика шайĕнчи пысăк мероприятисене хутшăнма тỹр килнипе усă курса ял çыннин пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă нумай ыйтăва татса пама хутшăнатăп. Ялсене çыхăнтаракан çỹлерех каланă асфальтлă çул çак çулсенче самай кивелнĕччĕ ĕнтĕ. Республикăн унчченхи Пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленĕ Ваттисен канашĕн йышĕнче пулнă май çак çула çĕнĕрен асфальт сартарма та пултартăмăр.
Куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерекен ялти лавкка ытла хĕсĕкчĕ. Çĕннине тума йышăнтăмăр. Никĕсне яма тытăнсан пырса пăхатăп та — тата анлăрах кирлĕ пек туйăнчĕ. «Паянхипе кăна мар-çке пурнăç, çитĕнекен ăру малашлăхра тата хăтлăрах условисенче пурăнма тивĕçлĕ», — тесе шухăшлатăп ăшăмра. Хам шутланă пек малалла икĕ пысăк утăм ярса пусрăм та — шалчине çапса та хутăм, — терĕ вăл.
Ялти шкул, культура çурчĕсене те ун чухнех хăтлă тăвассишĕн тăрăшнă. Унсăр пуçне, асăннă объектсем пĕр-пĕрин çывăхĕнче пуçтаруллă вырнаçăннă, пурте çын куçĕ умĕнче те. 1978 çулта, шăпах шкул çуртне хăпартма тытăннă тапхăрта, тинтерех анчах директор пулса ĕçлеме тытăннă Леонид Григорьев та Николай Панкратов бригадир пирки аса илчĕ.- Николай Иванович колхоз строительствин ĕçне хутшăннă пекех, шкултан тухма пĕлмерĕ тейĕн. Строительство материалĕсене кỹрсе килме транспортпа тивĕçтерессипе, ăслă канаш-сĕнỹпе те мана, çамрăкскере, нумай пулăшрĕ. Унсăр пуçне, 3 çул каялла ялта вăрçăра вилнисене асăнса çĕнĕ палăк лартрăмăр. Хисеплĕ ватă ушкăнран тăрса юлмарĕ, хальхинче те вăл халăхпа пĕрле пулса ĕлĕкхинчен кая мар пысăк хастарлăхпа ялти çынсене хăй тавра пуçтарма пултарчĕ, хăй те ыттисемпе пĕрле ĕçлерĕ, — тесе каласа кăтартрĕ.
Пирĕнпе пĕрле ĕç паттăрĕпе тĕл пулма пынă «Победа» ООО директорĕ Николай Головин (Николай Панкратов унăн çывăх тăванĕ — куккăшĕ пулать) шăпах çав çулсенче шкулта физкультура предметне ертсе пынăскер, çĕнĕ шкулта стадион валли çĕр лаптăкĕ ыйтса илесси пирки Николай Иванович мĕн чухлĕ хута кĕнине, пулăшнине аса илчĕ. Кашни пусăм çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курнă Совет влаçĕ вăхăтĕнче ылтăнпа танлаштарнă çĕр лаптăкне Мускав ирĕк памасăр та харпăрлăха çирĕплетме пулман. Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Панкратов хутшăннă майпа анчах Кивĕ Эйпеç шкулне стадион тума 2 гектар çĕр лаптăкĕ уйăрса пама хирĕçлемен.
«Победа» хуçалăхăн комплекслă бригадисенче (пурĕ 9 бригада пулнă) тăпра хатĕрлемелли тытăма, сухалакан лаптăксене минераллă удобрени хывассине, тăпрана шыв юхтарса каясран хỹтĕлемелли ĕçсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма пултарнăран ỹсен-тăран культурисенчен пысăк тухăç туса илнĕ. Николай Панкратов ертсе пыракан иккĕмĕш бригада ку енĕпе чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Ĕç ялан кал-кал та пыман, паллах. «Йывăр» çулсем те сахал мар пулнă. Акă, 1978 çулта ĕççи пуçлансанах çумăра кайнă та, çĕр урăх типшĕрменпе пĕрех. Уй-хирте çитĕннĕ пуянлăха тăкаксăр алла илме пултаракан хуçалăх, Елчĕк районĕнчи «Победа» колхозри Николай Панкратов ертсе пыракан иккĕмĕш комплекслă бригадăсăр пуçне, республикăра урăх пулман. Кунта 1 гектартан 30 центнер тырă алла илнĕ. Паллах, çав çулхине нумай хуçалăхра кĕрхи суха ĕçĕсене те пурнăçлайман. Николай Панкратов бригадине ку енĕпе те республика шайĕнче палăртса тав тунă.
Николай Ивановичран ĕçри ăнăçлăх мĕнрен килнине ыйтсан пĕр шухăшласа тăмасăрах:
— Пĕччен хулă авăнать, пĕрлехи вăйпа темле пысăк йывăрлăхсене çĕнтерме пулать. Эпир вара яланах пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçленĕ, — терĕ.
Хамăрпа юнашар ĕç паттăрĕ пурăннишĕн тăван Елчĕк енĕм çыннисен тивĕçлипе мухтанмалăх пур.
Сăмах май, çав çулсенче пирĕн районти (халĕ — округ) 9 çын «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ. Вĕсенчен 8-шĕ Совет Союзĕ шайĕнче палăрнă «Победа» колхозран. Елчĕк енĕн мухтавлă ывăл-хĕрĕсен ячĕ ĕмĕрне те манăçмĕ. Иртнĕ çулсенче Аслă Пăла Тимеш ялĕнче «Социализмла Ĕç Геройĕ» ята тивĕçнĕ 8 çĕр ĕçченĕ тата Энтепе ялĕнче çуралса ỹснĕ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартнă Совет Союзĕн Геройĕ Семен Андреев ячĕпе Паттăр ентешсен аллейине уçни те çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать. Çакăн пирки çитĕнекен ăрăва каласа кăтартасси те пирĕн тĕп тивĕç пулса тăмаллине лайăх ăнланатпăр.
Иртнĕ ырă вăхăтри çĕнтерỹллĕ колхоз ячĕпе мăнаçланса Аслă Пăла Тимеш ялĕнче 2006 çулта йĕркеленнĕ хальхи вăхăтри «Победа» ОООна Николай Головин ăнăçлă ертсе пырать.
Светлана АРХИПОВА.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3