Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнисен хушшинче вунă ытла СССР, Раççей спорт мастерĕ. Вĕсен йышĕнче кире пуканĕпе туслашнисем те пур.
Василий Кирилловпа унăн ятарлă çар операцийĕнчи «ĕçĕ-хĕлне» тишкерес тĕллевпе тĕл пулма палăртнăччĕ. Калаçура вара вăл тăтăшах спорт теми енне пăрăнчĕ. «Пурнăçра физкультурăпа спорта мала хуни мана çул уçса пырать», — яштака çамрăкăн сăмахĕсенче çирĕплĕх тỹрех сисĕнчĕ.
— Тĕрĕссипе, шкулти спортзалта арçын ачасен хушшинче эпĕ кире пуканне чи сахал çĕклекенниччĕ. Ăмăртура та выляса янă. «Капла мая килмест», — теттĕм.
«Тимĕр вăййипе» Василий 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне кăна интересленме пуçланă. Анатолий Кондратьев спорт ветеранĕ унра ку тĕлĕшпе шанчăклăх вăрлăхĕ пуррине асăрханă пулĕ çав — секцине çỹреме сĕннĕ. 10 класра чухне ăна ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Олег Федоровăн аллине парать.
— Лаш Таяпаран Елчĕкри ФОКа çỹренĕ эпĕ тренировкăсене, — каласа парать Василий Алексеевич. — Унта та, ăмăртусенче те Николай Петровпа, Андрей Даниловпа, Андрей Кузнецовпа ялан пĕрле пулнă. Округра пуçласа Совет Союзĕн Геройне А.Ф.Беляева асăнса ирттернĕ турнирта çĕнтернĕччĕ. Çитĕнỹсем малалла та нумай кĕттермен, анчах республика шайĕнче ăнмастчĕ.
Спортри ăсталăха туптас тĕллевпех вăл 2016 çулта Чăваш ял хуçалăх академин биотехнологипе агрономи факультетне вĕренме кĕрет. Аслă шкулта кире пуканĕн спорчĕ хисепре пулнине пĕлнĕскер, Борис Глинкин тренер патне çỹреме пуçлать. Кавал каччи, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александр Павлов та пулăшса пынă ăна. Çулталăкранах Крымри Алушта хулинче иртнĕ Раççей Кубокĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарать. 4-мĕш курсра — спорт мастерĕ.
Тутар Республикинчи СССР чемпионĕ пулнă Тахир Биккениева асăнса иртнĕ, Санкт-Петербургри Раççейри çамрăксен чемпионатĕнче, «Хыпар» хаçатăн Пĕтĕм Раççейри турнирĕсенче (3 хутчен) 73 килограмлă виçе категорийĕнче çĕнтернĕ.
Василий Кириллов çар ретне тăма повестка парасса кĕтмен — контракт йĕркипе спорт ротине лекес тĕллев пулнă. Турнирсенче ун шухăшне пĕлнĕрен Хусанти аслă танк çар училищинче те, Самарăри мотострелоксен вĕренỹ заведенийĕнче те хапăлах пулнă йышăнма. Чаплă условисем те шантарнă. Пулас салтак вара Тольяттири Патшалăхăн разведка управленийĕн спецназне суйласа илет. Должность — водитель. Çулталăк çурă ăмăртусенче ЦСКА клубĕн, унтан хăйсен çар чаçĕн чысне хỹтĕлет.
— Унта кире пуканĕ йăтакансен секцине те йĕркелерĕм, хамах ертсе пытăм, — каласа парать асăннă спорта чунпа парăннăскер. — Чăвашсем ытларахчĕ. Ăмăртусене те сахал мар тухса çỹренĕ эпир…
2022 çулхи февралĕн 24-мĕшĕ — ятарлă çар операцийĕ пуçланнă кун. Пирĕн подразделенисем нацистсем çине тĕрлĕ çĕртен тапăнса кĕмелле пулнă. Вĕсен умне малтанах çирĕп задача лартнă, питĕ вăйлă хатĕрленĕ. Тольяттири спецназăн пĕр ушкăнне, çав йышра пирĕн ентеше те, Белоруссири Гомель хулине илсе çитернĕ. Ирхине 4 сехетре Ульяновск дивизийĕн десантникĕсем Киев çывăхĕнчи Гостомель аэропортне тытса илме вĕçнĕ пулсан, тольяттинецсене Чернигов хулине «тасатма» янă. Анчах приказа улăштарнине пула унта кĕртмен. Ун хыççăн Хĕрлĕ Лиманшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. Лисичанска кĕриччен Василий Кириллов сержанта пĕрремĕш отпуска яраççĕ. Вăл пулас Раççей Геройĕпе Александр Старчков рядовойпа службăра пĕрле тăнă иккен.
Ашшĕпе амăшĕ — Алексей Васильевичпа Людмила Петровна, мăшăрĕ Надежда пирваях çывăх çынни СВОра пулнине пĕлмен те. Вăл икĕ уйăх çыхăнăва тухманни те тĕрлĕ шухăш çуратнă пулĕ.
Куççульсĕр иртмен тĕл пулу, «ан кай» тесе те пăхнă килĕнче. «Мĕнле каймăн? Присяга пур, юлташсем унта. Намăс курăп-и?» — çĕршыв хỹтĕлевçин урăхла хурав пулма та пултарайман.
2022 çулхи июль уйăхĕнче Василий Кирилловăн икĕ çуллăх контракт вĕçленет. Хальхинче умне тепĕр тĕллев лартать: «ОМОНа службăна вырнаçмалла, май килмесен вара — СВОнах». (Ред.: паян икĕ ăнлавĕ те уншăн пĕр çыхăра).
Спорт мастерне, çар ĕçĕсен ветеранне хаваспах кĕтсе илнĕ-ха. Çапах та çĕнĕ коллективпа пĕрлешес тесен ятарлă тĕрĕслев витĕр тухмалла. Çак тапхăр пирки халĕ ĕнтĕ опытлă ОМОНовецран тĕплĕнрех каласа пама ыйтрăмăр.
— Турник çинче 20 хутран кая мар туртăнмалла, урайĕнчен 60 хутчен тĕртĕнмелле, 3000 метра 12 минутчен чупса тухмалла, — тет Василий. — Кĕрешỹ мелĕсене вĕренеттĕмĕр. Тренировкăсенче хăваласа ывăнтаратчĕç те, вара наставниксемпе алă вĕççĕн çапăçмаллаччĕ. Питĕ йывăрччĕ. Чăтайманнипе пăрахса кайнисем те пулчĕç пирĕн хушăра.
«Хăюлăхшăн», «Çапăçура палăрнăшăн» медальсене тивĕçнĕ кĕçĕн командир хăйне яланах формăра тытмалла тесе шутлать. Ăмăртусене хутшăнмасть пулин те (ред.: халĕ май çук), кире пуканĕсене выляткаласа илме вăхăт тупатех. Ирхине е каçхине кросс чупать. 26-ри арçын хоккей вăййинчен те ютшăнман-ха. Сунара çỹреме питĕ кăмăллаканскер, ялта чухне вара уйра мулкач хăвалама юратать. Кăçал хĕлле СВОран отпуска килсен «Кашкăр йăви» питомникра ирттернĕ сунарçăсен биатлонĕнче çĕнтернĕ, тĕп парнене — хир сыснине тивĕçнĕ. Команда йышĕпе Канашри тупăшура 2-мĕш вырăна тухнă.
Тăван ялне килсен гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатма та хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть ентешĕсем патне огнетушительсем, пулă тытмалли тетелсем парса янă. Сеткăсемпе тăшман дронĕсене сиенсĕрлетме меллĕ пулнине палăртрĕ вăл.
…Василий Кириллов — çулне кура мар питĕ ăслă-тăнлă, сăмаха шухăшласа калакан, анлă тавра курăмлă çамрăк. Хăй çинчен мар, ентешĕсен паттăрла тĕслĕхĕсене тăтăш çиеле кăларать. Эппин, Лаш тăрăхĕнчи çĕршыв хỹтĕлевçисемпе тĕл пулма май тупасчĕ-ха. Шупашкарти ОМОН подразделенийĕн представителĕ вара ятарлă ушкăнпа яваплă та нумай вăхăтлăх командировкăсене тăтăшах тухса çỹрет…
Николай МАЛЫШКИН.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев