Мухтава тивĕç вĕсем, Тăван çĕршывшăн пуçĕсене хунă паттăр салтаксене ỹстернĕ амăшĕсем. Вĕсен умĕнче эпир пуçăмăрсене çĕре çити таяпăр.
Çак кунсенче Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевна Школьниковăпа курса калаçма тỹр килчĕ. Типтерлĕ, ăслă, ырă, сăмаха шухăшласа тата виçеллĕ калаçакан хĕрарăм пире ăшшăн кĕтсе илчĕ…
Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Зоя Николаевна куллен кăвак çутăпа вăранать. Паян та ир тăчĕ вăл. Тĕпеле кĕнĕ май хыçран пыракан кушакĕпе калаçса илчĕ:
— Манран пĕр шит те юлмастăн, хуçу ăçта — çавăнта. Эсĕ ĕнтĕ халĕ манăн пурнăçăмри чи çывăх тусăм.
Ăшă сăмах ăшăтать. Çĕрĕпех хуçи çумĕнче мăрăлтатса çывăрнă Мăрккана та килĕшеççĕ вĕсем.
Калаçу çăмхи малалла ситрĕлет. Зоя аппа Тĕмер ялĕнче Николайпа Александра Васильевсен 5 ачаллă çемйинче кун çути курнă. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăл кĕçĕнрен ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Зоя ачасенчен тăваттăмĕш пулнă.
Шкул хыççăн хĕр тăван хуçалăхра тăрăшнă. Зоя пĕве кĕнĕ вăхăталла амăшĕ пурнăçран ир уйрăлнă, çавна май хуçалăхри хĕрарăм ĕçĕ ун хулпуççийĕ çине тиеннĕ.
1969 çулхи шартлама декабрь уйăхĕнче качча тухма пỹрнĕ хĕре. Çĕнĕ Пăвари Василий Школьников ăна пĕрре курсах килĕштернĕ, — ĕçре хастар та харсăр, тирпейлĕ хĕре кăштах сăнанă хыççăн качча вăрласа каять. Пăятамăшĕпе пăянамăшĕ çĕнĕ кине хапăл туса кĕтсе илнĕ. Килĕшỹре пурăннă ватăсемпе çамрăксем. Кинĕ пăянамăшне кайран вырăнпа выртма пуçласан 8 çул пăхнă.
Школьниковсем 4 ывăл çитĕнтернĕ.
— Андрей çурални халĕ те асрах, — аса илет Зоя аппа. — 1974 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕ. Октябрь революцине паллă тунă кун. 10 сехетре кун çути курчĕ ача. Шăп çак вăхăтра радио парад пуçланнине пĕлтерчĕ. Медсестрасем ачана алла илчĕç те: «Çар çынни пулать ку ача, çар çынни!» — терĕç. Шăпа, чăн та, çар çынни пулма пỹрчĕ Андрее. Пĕр касра пурăннă, кайран çар çынни пулса тăнă Геннадипе Виталий Ильинсем уншăн ырă тĕслĕх пулчĕç.
Андрей ачасенчен чи кĕçĕнни пулнă. Ачаран хаваслă, пурнăçа, çынна юратакан çын пулнипе палăрнă. Шел, 2024 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче, 50 çула кайса, Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçласа Луганск Халăх Республикин территорийĕнче паттăрла вилĕмпе пурнăçран уйрăлнă вăл.
— Алли-ури ылтăнччĕ. Пĕлмен ĕçĕ çукчĕ, пулăшу ыйтакан мĕн пур çынна пулăшма васкатчĕ. Кулса кăна тăратчĕ, пĕтĕм ялшăн юратнă ача пулчĕ вăл, — малалла тăсать амăшĕ сăмахĕсене.
Андрей тăван ялĕнчи шкултах вăтам пĕлỹ илнĕ. Ачаранах спортпа туслă пулнă, техника енĕпе çыхăннă предметсемпе уйрăмах кăсăкланнă. Педагогсем, пĕрле вĕренекенсем ăна тỹрĕ кăмăлĕшĕн, ĕçченлĕхпе хастарлăхĕшĕн, тăрăшулăхĕшĕн, шанчăклă та яланах пулăшу аллине тăсма хатĕр юлташ пулнăшăн хисепленĕ. Андрей ачаранах çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтне пурнăçлас тĕллевпе Хусанти аслă танк команда училищине вĕренме кĕнĕ, 1998 çулта ăна инженер дипломĕпе ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Чита облаçне служба тивĕçне пурнăçлама кайнă. Контракт вĕçленнĕ хыççăн вăл Хусан хулинче, унтан тăван ялта ĕçлесе пурăннă. Мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсем.
Чун-чĕри ыйтнипе суйласа илнĕ профессине чунтан парăннăскер 2023 çулхи июль уйăхĕнче Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнма шутлать.
Ачасенчен чи асли — Александр — Чулхулара пурăнать. Мăшăрĕпе 2 хĕре пурнăç парнеленĕ вĕсем. Шел пулин те, Катя 5 çул, Лиза 3 çул тултарсан амăшĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Александр Васильевич хĕрĕсене пĕчченех ура çине тăратнă, вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иккĕмĕш ывăлĕ Сергей çемйипе Шупашкарта пурăнать. Алексей — Ярослав облаçĕнче, вăл та мăшăрлă.
Андрей Надежда мăшăрĕпе Хусан хулинче пурăннă чух пĕрлешнĕ, çемьере хĕрпе ывăл çуралнă. Асли Артем хальлĕхе мăшăрланман. Настя хĕрĕ качча тухнă. Надежда кинĕ ачисемпе мăшăрĕн тăван килĕнче час-час пулать. Зоя аппана хăйне упрама ыйтаççĕ вĕсем, ăшă сăмахпа чунне ăшăтаççĕ.
Уяв, кану кунĕсенче, отпуск вăхăтĕнче ытти ачисем те килсех çỹреççĕ. Савăнса йăпанмалăх 7 мăнук пур Зоя аппан.
— Мăнукăмсем çитĕннĕ вăхăтра çулла пурте яла килетчĕç вĕсем. «Эсĕ ача сачĕн воспитателĕ пуль», — тесе шỹтлетчĕç кас çыннисем ачасем ушкăнпа ман хыççăн утнине курсан, — йăл кулать хĕрарăм.
Тăван хуçалăхра тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă Зоя Школьникован ĕç стажĕ 37 çулпа танлашать. Ĕç ветеранĕ вăл. Мăшăрĕ те колхозра комбайнер, тракторист пулса ĕçленĕ. Ĕçре харсăр пулнăран унăн сăнне Хисеп хăми çине пĕрре анчах мар вырнаçтарнă. Шел, 74 çула кайсан арçын тăрук аптăраса пурнăçран уйрăлнă.
Хĕрарăм тăван округ хаçатне «Елчĕк ене» кăмăлласах çырăннине, ăна кашни эрнере куç пек кĕтнине хыпарлать:
— Пĕр сиктерми вулатăп хаçата. Уйрăмах çын шăпине çутатакан калавсене хаклатăп.
Зоя аппана чылай çул сывлăхпа пурăнма ырăлăх сунар.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕнче: Зоя Школьникова.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев