Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкула паттăрлăх урокне пĕр çулхине çар училищисен курсанчĕсене йыхравланăччĕ. Аслă классенче вĕренекенсем ыйту хыççăн ыйту параççĕ. Уйрăмах 11-мĕш класа вĕçлеме хатĕрленекен Павел Прокопьевпа Денис Филимонов хастар пулни палăрчĕ ку тĕлĕшпе. Пĕр педагог вара çапла каланăччĕ: «Кусем çар офицерĕ пулма шутлаççĕ пулĕ?»
Вăтам шкул дипломне илсен Павел Хусанти аслă çар танк училищине вĕренме кĕчĕ. Халĕ вăл — ятарлă çар операцийĕнче. Денисăн хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килмен, çапах та шанчăкне çухатман. Шупашкарти машиностроительнăй техникума пĕтерсен вăл Конституципе палăртнă тивĕçе Саратовра — Раççей Оборона министерствин 12-мĕш Тĕп управленийĕнче ирттерет, çар объекчĕсене сыхлать. Çавăнтах вăл малашнехи пурнăçне çĕршыва хỹтĕлессипе çыхăнтарма шутлать те: 2020 çулта виçĕ çула контракт çырать.
Денис Анатольевичăн СВОпа çыхăннă пирвайхи шухăшĕ çапларах пулчĕ:
— Пире унта уйрăм штурм батальонĕн йышĕнче 2023 çулхи май уйăхĕнче илсе кĕчĕç. Донецк облаçĕнчи Угледар хули çывăхне. Сроклă службăри пекех кунта та аслă стрелок пулнă эпĕ. Унта, ытларах лару-тăру çивĕчлĕхне кура, тăтăшах тĕрлĕ вырăна куçараççĕ. Çавăн пекех службăна урăх чаçре малалла тăсасси те пулать: 2024 çулта эпĕ 430-мĕш мотострелоксен полкне лекрĕм.
«Сына» (унăн хушма ячĕ), ытти салтаксем пекех, мĕн те пулин ытлашши каласа ярас мар тенĕн, сăмаха ухута мар. Калаçура çиеле тухнă пулăмсене шута илсен, вăл лăпкăлăх сăпкинче пулманни паллă.
Пĕррехинче çар пехотин машинипе задание тухаççĕ вĕсем. Темиçе çухрăм хыçа хăварнă хыççăн тăруках техника мина çинче сирпĕнет. Çапах та çỹлте ларса пынă сакăр салтакăн та телейĕ çумрах пулнă — пурте чĕрĕ, хăшĕ-пĕри çеç аманнă кăштах.
2024 çулхи кăрлач уйăхĕ. Вунă боец Аслă Елчĕкрен пĕчĕкрех Новомихайловка ялне штурмлама çула тухать. Пирĕн патăмăрта вăл тапхăрта пит-куçа сивĕ чĕпĕтет пулсан, унта — лачака.
— Питĕ йывăрччĕ, — тет Денис, — техника путатчĕ, çавăнпа çуранах кайрăмăр. Апла та çăрăлатчĕ-ха. Анчах приказа пурнăçламалла. Яла штурмлакан подразделени хыçне асфальт çулпа тăшмана ямалла мар. Уçă çĕрте выртаймăн — дронсен меллĕ мишенĕ пулан. Телее тенĕ пек, автоçултан инçе мар тăшманăн арканнă техники тăрать. Çавăн айĕнче позици йышăнтăмăр та. Сивĕ. Шывпа, çимеллипе перекетлĕ усă куратпăр. Черетпе çывăратпăр. «Тĕлĕрсе илетпĕр» тесен тĕрĕсрех пулĕ. Пирĕн ума лартнă задачăна йĕркеллĕ пурнăçларăмăр.
Темиçе кун иртсен яла неонацистсенчен тасатма май килнĕ.
Пĕлтĕрхи июнь уйăхĕнчи Угледар çывăхĕнчи ĕç-пуç çинчен те чарăнса тăчĕ ефрейтор. Хальхинче виççĕн кăна тухнă задание. 800 метр каймалла. Çуррине, пысăк çỹп-çап купи тĕлне çитсен-и, тăшман автоматран пеме пуçлать. Посадкăна чупса çитеççĕ, «сывласа» яма пулать пек. Çав самантрах дрон явăнса вĕçнине асăрхаççĕ. Тем вăхăтран тăшман «Полька» текен пĕчĕк минометран çунтарма пуçлать.
Ушкăнăн тата тепĕр енчи посадкăра вырнаçнă пирĕн салтаксен икĕ посадка хушшинче çирĕпленнĕ боевиксене тĕп тумалла. Çапăçура Денисăн сылтăм аллине снаряд ванчăкĕсем сиенлеççĕ. Хул çывăхĕнчи тимĕр татки халĕ те хăйĕнпе пĕрле-ха.
Пирĕн çарсем ВСУ позицийĕсене штурмлама пуçличчен вĕсенче миçе çын тата мĕнле çар техники хỹтĕленине, вĕсем ăçта вырнаçнине, ытти ыйтăва дронсемпе тĕплĕн тĕпчеççĕ иккен. Яваплă çак ĕçе пурнăçлама, урăхларах майпа, Денис та хутшăнать.
Астрахань облаçĕнчи госпитальте сывалсан ăна штабри ĕçе шанаççĕ: пысăк экран çинчи 10 километр талккăшĕнчи лару-тăрăва сăнать, çырса пырать, кирлĕ çĕре пĕлтерет. Урăхла каласан, «Полкăн куçĕпе хăлхи» вăл.
«Çапăçусенче нацистсене тыткăна илни пулнă-и?»
«Унсăр мар. Пĕринче çурт путвалĕнче пытанса ларнăскерсене тытрăмăр. Иккĕшĕ те вырăнти çынсем».
— Этем теме те хăнăхать, — темăна кăшт айккине пăрнăран Денис Анатольевичăн куçĕсенче пăлхану палли сисĕнчĕ, — çав шутра фронтри йывăр условисене те, анчах юлташсене çухатнине мар. Паллашса туслашса каятăн кăна — çук та. Эпир унта пĕр çемьери пек вĕт.
25 çулти II степень «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕ çар ĕçĕсен ветеранĕ (2023 ç.) çемье çавăрман-ха. «Çамрăк-ха, ĕçе вĕçне çитерер-ха», — тет вăл кулса.


Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1