Тӑван кӗтес
Тӗнче тавра мана шӑпа илсе ҫӳрерӗ,
Тӑман, тусан чылай вӗҫтерчӗ ҫул ҫинче.
Тӑван киле кансӗр чӗрем манма пӗлмерӗ:
«Ах чиперех-ши пӗчӗк ҫурт шыв хӗрринче?»
Авторӗ — Виктор Горелов.
— Елчĕк ялĕнче çуралса ỹснĕ эпĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче пĕлỹ илнĕ. Паян усламçă ĕçĕпе тăрăшатăп. Çемьеллĕ, икĕ ача ашшĕ.
— Музыка инструменчĕсенчен мĕншĕн гитарăна суйласа илтĕн?
— Пĕчĕкренех гитара сасси кăмăла каятчĕ. Килте вылямалли, лăпкă, чуна çывăх инструмент. Пĕчченлĕхрен хăтăлмалли юлташ пекех вăл.
— Юрăсене епле хатĕрлетĕн?
— Сăвăсем хамах çыратăп, юрра хыватăп. Халăх умне тỹрех кăлармастăп — лайăх тишкерме тăрăшатăп. Аранжировщикпа сасă çыраканăн пулăшăвĕсĕр те май килместех.
— Сан юррусене чун витĕр шăранса тухнăскерсем тесе калас килет.
— Автор юррисем çапла çуралаççĕ пулĕ те. Пĕрремĕш юрă «Пăла» ятлăскер. Юхан шыв, хитре тавралăх, ачалăх, пĕрремĕш юрату… Тепри — «Усал хыпар». Ятарлă çар операцине хутшăнакансене, вĕсен çывăх çыннисене халалланăскер. Анне çинчен çырни те пур... https://елчекен.рф/2023/06/27/%d1%8e%d1%80%d0%bb%d0%b0%d1%81%d0%b0-%d0%ba%d0%b8%d0%bb%d0%b5%d0%bd%d0%b5%d1%82e%d0%bf/
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев