Елчĕк тăрăхĕ ытти округсенчен уйрăлса тăнин тĕп палли — унăн пионерĕсем: Социализмла Ĕçĕн 9 Геройĕ, Чăваш Енĕн пĕрремĕш олимпиецĕ, пĕртен-пĕр СССР халăх учителĕ, академик-этнопедагог…
Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă Александр Савукова та асăннă йыша кĕртмеллех: вăл республикăри пушар хуралĕн историйĕнче паянхи кун тĕлне пĕртен-пĕр генерал.
Кĕске справка
Александр Савуков Иваново хулинчи пушар-техника училищине (1995), Раççей МЧСĕн Патшалăх пушар службин (ППС) академине (2001), ППС Академийĕн ертсе пыракан кадрсен факультетне (2017), ППС Академийĕн управленийĕн аслă академине (2022) пĕтернĕ. Вăл 2001-2011 çулсенче Раççей МЧСĕн Мускаври ППС Управленийĕн 4-мĕш отрячĕн уйрăм пост инспекторĕнче, пуçлăхĕнче, 2011-2016 çулсенче хулари МЧСĕн Тĕп управленин шырав-çăлав пайĕн тĕп специалистĕнче, управленин аслă оперативлă дежурнăйĕнче ĕçленĕ. 2016-2022 çулсенче — Раççей МЧСĕн Ростов облаçĕнчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ, 2022 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчен — Тĕп управлени пуçлăхĕн çумĕ — оперативлă пулăшу тата йĕркелỹ ĕçĕсен управленийĕн начальникĕ. Çар ĕçĕсен ветеранĕ (2022).
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн 2024 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнчи 1060-мĕш Указĕпе килĕшỹллĕн Александр Анатольевич Савукова генерал-майор званине панă.
Ăна I, II, III степень «Службăра палăрнăшăн» тата ытти медальпе наградăланă.
Александр отпуска çемйипе тăван килĕнче ирттерме тăрăшать. Ашшĕ иртнĕ çул вăхăтсăр çĕре кĕнĕ май, амăшне Тамара Михайловнăна та — тĕрев, пулăшу кирлех. Эпир пынă чухне, ав, умĕнче çурса пăрахнă хурăн вуттин куписемччĕ. Вăрман шăрши те кайса пĕтменскерĕн çывăхĕнче калаçса лартăмăр вара.
— Александр, пурте эпир ачалăхран тухнă. Çав çулсене таврăнар-ха…
— Ĕçлесе ỹснĕ. 5-мĕш класс хыççăн лашапа колхоз хирĕнче утă-улăм турттарнă. Ун чухне çулла урамсенче ачасем курăнсах та кайман — пурте ĕçлĕ пулнă. Килте те выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлăччĕ. Кĕркунне шкула атăпа пылчăк çăрса кайнă.
Манăн пĕрремĕш вĕрентекен — Людмила Васильевна Волкова. Çак кунсенче кăна-ха тĕл пулса чылайччен калаçрăмăр. Атте-анне, педагогсем пире мĕн панине çулсем хыçа юлнă майăн пĕтĕмлететпĕр. Манра яваплăха, тăрăшулăха, пултарулăха хывни — вĕсен ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ.
Спортпа туслă пулни те кăмăл-туйăма çирĕплетет. Эпĕ ялти ирĕклĕ мел кĕрешĕвĕн секцине Юрий Печков, ун хыççăн Юрий Орехов тренерсем патне çỹрерĕм. Район чемпионĕ пулнă. МЧС тытăмĕнче вăй-хал хатĕрленĕвĕсĕр май çук. Самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ эпĕ, дзюдопа — мастер. Иккĕмĕш енĕпе халĕ те çỹретĕп тренировкăсене. Хоккейла та вылятпăр.
Иваново хулинче вĕреннĕ чухне правилăсене пăхăнмасăр çапăçассипе ăмăрту пырать. Пирĕн коллективри пĕр сотрудник чирлесе ỹкнипе хистесех мана кăларчĕç ринга. Юлташсем нумаййăнччĕ, кăшкăрса хавхалантараççĕ. Хам виçе категорийĕнче çĕнтерме пултартăмах. Интервью илчĕç: «Çĕнтерĕве юратнă училищĕне халаллатăп», — терĕм. Паллах, питĕ йывăр пулчĕ, кăвакарнă пит-куçпа та самаях çỹреме тиврĕ. Çав турниртах Исемпел ачипе, Олег Захаровпа, туслашрăм. Каярахпа Мускавра ун патне «Динамо» спорт шкулне тренировкăсене те çỹрерĕм.
— МЧС ĕçченĕ пуласси шкул çулĕсенчех çуралнă-и?
— Çу-ук! Шухăшра та пулман. Спортсмен, физкультура учителĕ пулас килетчĕ, çавăнпа пединститута вĕренме кĕме шутлаттăмччĕ.
Патреккелĕнчи Эдуард Борисов Елчĕкри пушар хуралĕн чаçĕнче ĕçлетчĕ. Яла хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме килнĕ пулĕ ĕнтĕ, пирĕн ума çитсен тỹрех аттерен:
— Ăçта вĕренме ярасшăн ывăлăра? — терĕ.
Хуравне те çийĕнчех хăех тупрĕ:
— Атя, Иваново хулине, МЧСа.
Вăт, манăн пуласлăха манран ыйтмасăрах татса пачĕç. Халĕ эпĕ пушар хуралĕн ĕçченĕ пулнишĕн пачах ỹкĕнместĕп, мăнаçланатăп çеç. Училищĕрен пĕр «3» паллăсăр вĕренсе тухрăм.
Сăмах май çакна та палăртса хăварасшăн. Рязаньте службăра тăнă чухне 4 хутчен, Ростовра 3 хутчен Аслă Çĕнтерỹ парадĕнче МЧС подразделенийĕсен командующийĕ пулнă.
— Александр Анатольевич, мĕнле объектсенчи чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе яма хутшăннă эсир?
— Кирек ăçта та пушар сỹнтернĕ: çурт, вăрман, автотранспорт, «Останкино» телебашня, карап, теракт пулнă объектсем…
Çамрăк чухне пире вĕрентетчĕç, халĕ çавна хам тăтăшах калатăп: «Пушар пыракан вырăнта пĕрремĕш задача — çынсене çăласси, унтан пурлăха илсе тухасси, малалла — сỹнтерỹ».
— Пĕр-пĕр тĕслĕх пирки уйрăммăн чарăнса тăрсан аванччĕ.
— Çĕрле 2 сехетре киле дежурнăй шăнкăравлать: «Нефть упракан «Росрезерв» предприятире пушар тухнă!». Унта çитиччен ĕç-пуç епле çаврăнса тухассине пĕлме çук. Çавăнпа килтенех телефонпа калаçса пушара сỹнтерессине ертсе пытăм. Вăхăтлă та, ăнăçлă та. (Ред.: пирĕн калаçу тапхăрĕнче те ĕç вырăнĕнчен пĕр хутчен мар шăнкăравларĕç ăна).
2023 çулта нацистсем Херсон облаçĕнчи Каховский ГЭСне сирпĕтнĕ хыççăн пире унти пысăк инкек йĕрĕсене пĕтерме ячĕç. Мана пăхăнса тăракансен йышĕнче 100 сотрудник. Амăшĕсем, мăшăрĕсем ăсатма пынă. Йĕреççĕ нумайăшĕ. Ахаль çĕре каймастпăр вĕт, хамăн та чĕре вырăнта мар тейĕн. Çитрĕмĕр кăна, тахăш самантра манăн машина сирпĕнсе кайрĕ. Куçа уçатăп. «Машина йĕркеллех-ши?» — тетĕп хама хам. Вилнисем пулман — çав паха.
Уйрăм условисенче мар, пĕр уйăх ыттисемпе окопра «пурăнтăм». Командовани пирĕн ума лартнă задачăна пурнăçланă хыççăн пурте тĕрĕс-тĕкел каялла таврăнтăмăр.
Манăн яланах Днепр тăрăхне кайса курас килетчĕ, мĕншĕн тесен асатте те, кукаçи те иртнĕ вăрçăра унта çапăçнă. Иккĕшĕ те сывă таврăннă вĕсем. Асаттен, Александр Антонович Савуковăн, çырса хăварнă аса илĕвĕсем халĕ те упранаççĕ. Вĕсемпе хамăрăн ачасене паллаштаратпăр, малалла мăнуксен те пĕлмеллех.
Пушарнăй — паттăрла професси теççĕ. Вăл ĕçе юратмалла, унта нумай тỹлемеççĕ. «Ыттисен пурнăçĕшĕн ĕçлемелле», — тесе калани халĕ те асра.
2020 çулта, сигнал килнĕ хыççăн, пĕр дачăна тухса кайрăмăр. Ятарлă тумпа ĕнтĕ. Кĕретпĕр. Унта-кунта 4-н выртаççĕ — сĕрĕмпе вилни паллă. Пиллĕкмĕшне тĕкетĕп, хускалса илчĕ. Ăна каска тăхăнтартса васкавлăн урама илсе тухрăмăр. Тăна кĕнĕ 12-ри хĕр ача пĕрре те макăрманни тĕлĕнтерчĕ. Хушамачĕ те Бойцова çав унăн. Халĕ асламăшĕпе пурăнать. Пушарсенче вилĕмрен çăлнă кашни ача — манăн пуçра. Вĕсен малаллахи кун-çулĕпе те интересленетĕп.
— Сирĕн профессире тыл çирĕп пулни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çемьере ăнланакан, хавхалантаракан пулсан ĕç ăнăçăвĕ те никĕсленет.
— Тĕрĕсех. Мăшăрăм — Ольга — Патăрьел округĕнчи Тури Туçаран. Мускаври ентешлĕх мероприятийĕнче паллашнăччĕ. Вăл ВДПО тытăмĕнче тăрăшать, çавна май пирĕн кулленхи ĕç уншăн ют мар темелле. Ачасенчен асли — Ксения — юридици колледжне пĕтерчĕ. Шывра ишессипе 2-мĕш разрядлă спортсменка вăл. Унăн пĕрремĕш тренерĕ Елчĕкренех: Алексей Васильев. Отпуска килмессерен ФОКри бассейнра ун патĕнче хатĕрленнĕ. Иван кăçал Олимп резервĕсен училищин 6-мĕш класне каять. Пĕрремĕш класранах дзюдопа туслă, Ростов облаçĕн кĕмĕл призерĕ. Ирсерен ялта турник çинче туртăнатпăр, Ваньăн кăтартăвĕ 22 çитрĕ. Ачасене эпĕ ятран чĕнместĕп, «хĕрĕм», «ывăлăм» тетĕп. Килте пурте чăвашла калаçатпăр. Хулара çуралнă, унтах пурăнаççĕ пулсан та вĕсенче чăваш юнĕ тапма тивĕçлĕ.
Канмалли кунсенче, вăхăт пулсан, ывăлпа иксĕмĕр тулли атрибутпа футбол стадионне васкатпăр -«Ростов» команда майлă эпир. Гимн юрлатпăр. Гол кĕртсен кăшкăратпăр, шăхăратпăр, ăнмасан кулянатпăр вара. Унăн тĕп тренерĕ пулнă Валерий Карпинпа лайăх хутшăнура эпĕ. Мăшăрăм пирĕнпе пĕр «командăра» мар — «Рубин» енче…
48 çулхи генерал Савуковсенчен МЧС службинче пĕччен мар. Шăллĕ, Алексей, Мускавра шырав-çăлав тытăмĕнче вăй хурать. Подполковник.
…Каялла çаврăнса пăхмасăр, пĕр иккĕленмесĕр вут-çулăм авăрне кĕрекенсем чăннипех паттăрсем. Инкеке лекнĕ çынсене вилĕмрен çăлассинчен урăхла пысăк тĕллев çук вĕсен.
Николай МАЛЫШКИН калаçнă.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5