Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине паллă тăватпăр. Вăхăт пĕр шелсĕр шăвать пулин те, иртнĕ хаяр тапхăрăн ахрăмĕ паян та аса илтерет хăйĕн çинчен. Çапăçусем пынă территорисенче тăшманăн çурăлман бомбисене, тĕрлĕ хĕç-пăшал тупаççĕ…
Кушкă ялĕнче пĕлтерĕшлĕ астăвăм мероприятийĕ иртнĕ: Аслă Аттелĕх вăрçине хутшăннă Георгий Васильевич Мурзалимов салтакăн юлашкисене пытарнă.
Г.Мурзалимова 1941 çулхи юпа уйăхĕнче фронта ăсатнă, 1942 çулта Ржев çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă. 83 çул иртсен вăл тăван ене «таврăннă». «Раççейри шырав юхăмĕ» пĕрлешỹ, çавăн пекех «Пионер» шырав отрячĕ 2025 çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче черетлĕ экспедицире салтак гимнастеркин кăкăр умĕнчи кĕсйинчи документне тупнă. Экспертиза ирттернĕ хыççăн пĕтĕмпех уçăмланнă.
Георгий Васильевич 1910 çулта çуралнă, колхозра ĕçленĕ, авланнă. Çемьере икĕ ача — Федорпа Галина — çитĕннĕ.
Митинга округри шкулсенчи педагогсем, çамрăк армеецсем, обществăлла организацисен представителĕсем, çар çыннисем, тăванĕсем, ял-йыш пуçтарăннă. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Николаев, «Раççейри шырав юхăмĕ» обществăлла организацин регионти уйрăмĕн председателĕ Евгений Шумилов, Чăваш Енри ветерансен союзĕн президиумĕн ертỹçи Виталий Осипов, Комсомольски тата Елчĕк çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Рияз Феткуллин, салтакăн тăванĕсем — Калерия Козловăпа Сергей Никитин тата ыттисем сăмах каланă, салтак çĕр çинчи мирлĕ пурнăçшăн, пуласлăхшăн паттăрла пуç хунине палăртнă.
Митинг салтак вил тăпри çине чечексем хунипе вĕçленнĕ.
Сăн ỹкерчĕкре: ветерана тăван тăрăхри масар çине ăсатнă самант.
Присоединяйтесь — мы покажем вам много интересного
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1